Сувар

Ашăма пула пулăшу кая юлать

Февралӗн 5-мӗшӗнче алхаснă çил-тăман республикăн çул-йӗр службишӗн кăна мар, мӗнпур ведомствăшăн тӗрӗслев пулчӗ. Кун пек чух çын пурнăçӗ тӗп вырăнта, çавăнпа Тутарстанри медучрежденисем пурте хатӗрлӗхре тăчӗç. Телее, çанталăка пула шар курнă, аманнă, тăм илнӗ тӗслӗхсем пулман. Вăйлатнă режим паян та вăйра-ха. Анчах та Хусанти тата поселоксенчи çулсене тасатманнипе васкавлă пулăшу...

Февралӗн 5-мӗшӗнче алхаснă çил-тăман республикăн çул-йӗр службишӗн кăна мар, мӗнпур ведомствăшăн тӗрӗслев пулчӗ. Кун пек чух çын пурнăçӗ тӗп вырăнта, çавăнпа Тутарстанри медучрежденисем пурте хатӗрлӗхре тăчӗç. Телее, çанталăка пула шар курнă, аманнă, тăм илнӗ тӗслӗхсем пулман. Вăйлатнă режим паян та вăйра-ха.

Анчах та Хусанти тата поселоксенчи çулсене тасатманнипе васкавлă пулăшу бригадисене ӗçлеме çав тери йывăррине, спецтранспорт кӗрейменнине пӗлтереççӗ тухтăрсем.

ТР Сывлăх сыхлав министрестви пӗлтернӗ тăрăх, ноябрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра тăм илнӗ 32 çынран 7-шӗ вилнӗ, вӗсен йышӗнче ачасем çук. (Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ).

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: