Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ник Вуйчичăн паттăрлăхӗ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче Хусана хавхалантаракан тӗнчипе паллă оратор, меценат, çыравçă Ник Вуйчич «Мир без границ» программăпа килчӗ. Çак кун «Татнефть-Арена» спорт керменӗнче Ник Вуйчича курма, унăн кашни сăмахне тимлеме çичӗ пине яхăн çын пуçтарăнчӗ. Куракансем хушшинче мероприяти йӗркелӳçисем республика районӗсенчен темиçе автобуспа илсе килнӗ инвалид ачасем, Хусанти ача-пăча приючӗсен воспитанникӗсем, начар...

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче Хусана хавхалантаракан тӗнчипе паллă оратор, меценат, çыравçă Ник Вуйчич «Мир без границ» программăпа килчӗ. Çак кун «Татнефть-Арена» спорт керменӗнче Ник Вуйчича курма, унăн кашни сăмахне тимлеме çичӗ пине яхăн çын пуçтарăнчӗ. Куракансем хушшинче мероприяти йӗркелӳçисем республика районӗсенчен темиçе автобуспа илсе килнӗ инвалид ачасем, Хусанти ача-пăча приючӗсен воспитанникӗсем, начар илтекен, япăх куракан çынсем те пулчӗç.
Çав каç Ник Вуйчич пӗтӗм тӗнчене кӳреннӗ, тӗпсӗр çырмана утăм тума хатӗр пӗчӗк арçын ачаран хăйне мӗнле пур çавăн пек йышăнма, чăн-чăн телей тупма пултарнă çын историне - хăйӗн историне - каласа пачӗ.

ПӖР ЧЕЧЕК ÇЫХХИСӖР
Ник Вуйчич 1982 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче Австралире çуралнă. Ашшӗ-амăшӗ хăйсен пӗрремӗш пепкине çав тери кӗтнӗ. Ача кӗтнӗ вăхăта хӗрарăм çăмăл çӳресе ирттернӗ, тухтăрсем пӗрмай ача веçех сывлăхлă аталаннине çирӗп­летнӗ. Чи кӗтнӗ те телейлӗ кун çитсен ача çуратакан çурта Никăн ашшӗ те каять, ывăлӗ çуралнă самантра вăл мăшăрӗ çумӗнче пулас тет. Акă ачан хулпуççи те курăнма пуçлать... Çакна курнă ача ашшӗ шуралса кайса тăнне çухатма пуçлать, курнине шанмасть. Ник ал-урасăр çуралать. Хăй те акушерка пулса ӗçленӗ ача амăшӗ хăрушă япала пулнине ăнланать ӗçтешӗсен пичӗсем тăрăхах, çапах та ача кăшкăрса макăрса ярсан лăпланать. Анчах та ачана амăшне кăтартма васкамаççӗ. Çамрăк анне тухтăрсем пӗр кӗтесе пуçтарăнса пăшăлтатнине, куççуле пытараймасăр макăрнине курать… Çак кунтан çамрăк çемьере кашни çӗнӗрен пурăнма вӗренет.
«Эпӗ Турра ӗненекен çемьере çуралнă, анчах та эп тӗнчене килни атте-аннешӗн, пирӗн прихутшăн савăнăç вырăнне тем пысăкăш хуйха çаврăннă. Мӗншӗн юратакан Турă кунашкал япалана пулма ирӗк парать? - тесе пӗр вӗçӗмсӗр ыйтнă вӗсем. Эпӗ çуралнă ятпа аннене пӗр чечек çыххи те парнелекен, пӗр саламлă сăмах та калакан пулман…» - аса илет Ник.

ТӲСМЕ ЙЫВĂР АЧАЛĂХ
«Эпӗ пӗр-пӗр ир тăрук телейлӗ вăранса кайман. Манăн проблемăсем ытларах ӳт-пӳпе çыхăннăччӗ пулсан та, вӗсем ман кăмăл-туйăм çине вăйлă витӗм кӳретчӗç. Шкулта хурлантаракан сăмахсем каласа мăшкăллатчӗç, кулатчӗç. Малашлăхра нимӗн лайăххине те курманнипе эпӗ темиçе хутчен те хам çине алă хума хăтлантăм. Питӗ вăйлă депрессие кӗрсе ӳкрӗм. Ку вăхăтра мана хама мӗнле пур çапла йышăнни, Турра ӗненни, атте-анне тӗрев пани çăлчӗ.
Ача чухне Турăран ал-ура ыйтса кӗлтăваттăм, ирхине тăнă çӗре ал-ураллă пулма ӗмӗтленеттӗм. Нумай вăхăт манăн ӳт-пӳ ыттисенни пекех пулнă пулсан, манăн пурнăç та урăхла пулӗччӗ тесе шутлаттăм. Ун чухне эпӗ ăнланмастăмч­чӗ-ха - ыттисем пек пулма кирлӗ те мар, чи кирли хăвна мӗнле пур çапла йышăнни.
Пиртен нумайăшӗ хăйшӗн хăй тăшман, мӗншӗн тесен пуçăрти ултавлă шухăшăрсене шанатăр. Манăн пуçра пӗрмай: «Эсӗ аçу-аннӳшӗн йывăр тиев, хăв нимӗн те тăва пӗлместӗн, санăн нихăçан та ӗçӗ те, телейӗ те пулмӗ», - текен шухăшсем çаврăнатчӗç. Хама мӗнле пур çапла йышăнма вӗреннӗ хыççăн мана ыттисем те майӗпен йышăна пуçланине асăрхарăм», - аса илет Ник.

АУДИТОРИСӖР ОРАТОР
Паян Ник Вуйчич çинчен илтмен çын сахал, çулталăкне вăл вăтамран та хавхалантаракан 250 лекци вулать. Ăна итлекенсен аудиторийӗ 9 миллион çынпа танлашать. Хăйӗн лекцийӗсене вăл 60 çӗршывра, парламент трибунисем çинчен те вуланă. Унăн итлекенӗсем хушшинче ахаль çынсем те, çӗршыв президенчӗсем те. Паянхи куна кăна Ника лекцисем вулама 36 пин йыхрав пур. Анчах та кун пек ялан пулман. Чи малтан унăн лекцийӗсене итлес текенсем пачах та пулман, Ник тӗрлӗ учреждени директорӗсене калаçтара-калаçтара, йăлăна-йăлăна аудитори умӗнче хăй сăмахӗпе тухма ирӗк илнӗ. 1999 çултанпа Ник чиркӳсемпе тӗрмесенче, шкулсемпе ача-пăча приючӗсенче хăйӗн лекцийӗсене вулама пуçлать, пӗтӗм тӗнчипе инвалидсене пулăшать, хăйӗн ыркăмăллăх организацине уçать.

ШАНĂÇ ПУЛСАН
«Эпӗ сирӗн хулпуççи çине хамăн алла хураймастăп, анчах та эпӗ сирӗнпе чун-чӗререн калаçма пултаратăп. Пурнăç мӗнле йывăр туйăнсан та, шанчăк яланах пур. Çулăр çинче мӗнле пысăк чăрмав пулсан та, шанăр - эсир çӗкленеетӗр, çӗнтереетӗр. Эпӗ çуралсан аттепе анне эпӗ мӗншӗн çапла çуралнине ăнланайман. Хăш чухне пурнăçра ăнланма çук япаласем пулаççӗ. Кӗтмен çӗртен, тимлӗхре тытайман япаласем пулсан çын хăраса ӳкет, пăлханма пуçлать, пуçпа шухăшлаймасть. Пуç шухăшлайман чухне çын тулли пурнăçпа та пурăнаймасть.

ТЕЛЕЙ ВĂРТТĂНЛĂХӖ
Манран нумайăшӗ: «Ник, мӗнле эсӗ хуйхăллă та пусарăнчăк лару-тăруран тухатăн?» - тесе ыйтаççӗ. Чи малтан эпӗ çынсене кашни кун пурăнма, пуриншӗн те тав тума вӗренме кирли çинчен калатăп. Пирӗн хамăра кирлине суйласа илме ирӗк пуррине ăнланмалла: е çуккишӗн çилленсе, е пурришӗн тав туса пурăнатăп. Эпӗ иккӗмӗшне суйларăм. Тата пирӗн пурнăçра улăштарма пултарайман япаласене йышăнма вӗренмелле, улăштарма пултараяканнисене улăштарма хăюлăх çитермелле. Эпир ялан пултараймăпăр, пиртен пулмӗ тесе хăратпăр. Хăтланса та пăхмастпăр. Эпӗ çакна ăнлантăм - хăрани ал-ура çуккинчен те вăйлăрах чăрмантарать. Малтанласа хам оратор, кӗнекесен авторӗ, юрăç, инвестор, икӗ ача ашшӗ, юратнă çынна тӗл пулатăп тесе шутлама та пултарайман. Эпӗ вӗт хамăн арăма аллинчен те тытса кураймастăп. Çапах та унăн чӗрине тытаятăп. Кун валли вара алă кирлӗ мар.
Нумай çын интимлă çыхăнăва хăйсене кама-тăр кирлӗ пек туяссишӗн кӗрет. Эсир тем те пӗр тутанса пăхатăр: наркотик, алкоголь, секс, анчах та хăвăра пурпӗр пушă туятăр, хăвăрпа кăмăлсăр юлатăр. Енчен те эсир телейӗре вăхăтлăх япаласемпе тан хуратăр пулсан, ун пек телей те вăхăтлăх кăна пулать», - пӗтӗмлетрӗ Ник.
НĂЙĂЛТАТМАСĂР
«Эпӗ пӗр вырăнта нăйăлтатса ларма та пултараяттăм. Чăннипе те, пӗр вăхăт çапла пурăнтăм та. Анчах та атте-анне мана: «Çитӗ, санăн хăвна юратакан çемйӳ, çиме çăкăру пур, эсӗ шкула çӳреетӗн. Ник, санăн ал-уру пулмасан та, эсӗ пуçупа усă курма пултаратăн», - терӗ. Лавккара мӗн те пулин илтересшӗн пулсан анне мана: «Çук, хăв илӗн. Эсӗ хăв та укçа ӗçлесе илме пултараятăн. Санăн йăмăкупа шăллу килте шав мӗн-тӗр ӗçлеççӗ, эпир вӗсене уншăн тӳлетпӗр. Шутласа кăлар хăвна валли те пӗр ӗç», - тетчӗ. Эпӗ килте пылесоспа тусан пуçтарма пуçларăм. Техникăна хулпуççи çине çакса ăна янахпа тытса çӳреттӗм. Кашни эрнере икӗ доллар ӗçлесе илеттӗм. Мӗн те пулин илес тесен манăн кӗтме тиветчӗ. Çапла эпӗ хам ума тӗллевсем лартма тытăнтăм», - каласа пачӗ Ник.

ТУЛЛИ ПУРНĂÇПА
Паян Ник телейлӗ икӗ ача ашшӗ, юратакан мăшăр. Унăн чирӗ ăруран ăрăва куçма пултарнине пăхмасăр, Никпа мăшăрӗ Канаэ хăраман, 2013 тата 2015 çулсенче вӗсен сывă ывăлсем çуралаççӗ.
- Манăн атте-анне ал-урасăр мӗнле кăна пурăнӗ тесе пăшăрханнă. Анчах мана вӗсем: «Эсӗ картинăна туллин курмастăн, парăнма ир-ха», тесе хавхалантаратчӗç, - каласа парать Ник. Паян Ник тулли пурнăçпа пурăнать, вăл ишет, серфинг хăмипе скейт çинче ярăнать, парашютпа сикет, пулă тытать. Компьютерпа тата телефонпа та усă курать. Минутне 240 саспалли таранччен пичетлеет. Ник икӗ аслă пӗлӳ илнӗ, хавхалантаракан пилӗк кӗнеке çырнă.

ШӲТЛЕМЕ ПӖЛСЕН
Никăн аудиторийӗ унăн кулăш туйăмӗ лайăх пулнине пӗлет. Тӗнчипе паллă çын пуличчен Никран пӗр вӗçӗмсӗр: «Мӗн пулчӗ санпа?» - тесе ыйтнă. Ачасем кăна мар, аслă çынсем те ăна курсан хăраса ӳкнӗ, сивлеккӗн пăхнă, çурăмӗ хыçӗнче пăшăлтатнă, кулнă. Анчах та Ник пурин çине те йăл кулса пăхнă. «Пирус туртнипе ку, - хуравланă вăл аслисене. - Эпӗ хамăн пӳлӗме тирпей кӗртменнипе, теттесене пуçтарманнипе ку», - ăнлантарнă Ник ачасене.
«Нумайтарах кулма тăрăшăр. Кашни çыннăн йывăр кунӗсем пулаççӗ, хăш чухне йывăрлăхсем пӗрин хыççăн тепри килеççӗ. Анчах та эсир пурнăçăра хăвăра аталанма, вӗренме май панишӗн тав тăвăр. Кулăш туйăмӗ сире пулăшӗ кăна», - тет Ник.

ПУЛĂШУ АЛЛИНЕ ТĂС
«Кама-тăр пулăшма пултарассине туйни питӗ лайăх туйăм. Кунран кун пултарайнă таран пӗр-пӗрне пулăшăр. Çакă депрессирен тухма пулăшать. Манăн ывăлсем кăшт ӳссен эпӗ вӗсене ракпа чирлӗ çынсем выртакан больницăна илсе кайса кăтартма планлатăп. Ывăлсем рак мӗн иккенне хăйсен куçӗпе курмалла. Тахçантанпа кулман çынсем патне килсе алă тăсма вӗренччӗр. Пирӗн тӗнчене пулăшу кирлӗ, эпир пӗр-пӗрне кирлӗ», - пӗтӗмлетрӗ Ник.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев