Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Николай Досталӗн «Манахӗпе усалӗ»

(Ирина Трифонова) Николай Досталь Хусанти кинофестивалӗн жюри председателӗ пулнă май, унпа темиçе хутчен те тӗл пулма тӳр килчӗ. Вăл Совет Союзӗн тата Раççейӗн паллă режиссерӗ, сценарисчӗ тата киноактерӗ. Çапах хăйне актерсен шутне кӗртсен тӳрех тӳрлетме тăрăшать. - Эпӗ тахçанах ӳкерӗнмен ӗнтӗ, те характер япăх ман, пит чӗнсех каймаççӗ, - шӳтлерӗ...

(Ирина Трифонова) Николай Досталь Хусанти кинофестивалӗн жюри председателӗ пулнă май, унпа темиçе хутчен те тӗл пулма тӳр килчӗ. Вăл Совет Союзӗн тата Раççейӗн паллă режиссерӗ, сценарисчӗ тата киноактерӗ. Çапах хăйне актерсен шутне кӗртсен тӳрех тӳрлетме тăрăшать.

- Эпӗ тахçанах ӳкерӗнмен ӗнтӗ, те характер япăх ман, пит чӗнсех каймаççӗ, - шӳтлерӗ вăл кăмăллăн «Киномакс» кинотеатрта «Монах и бес» картинине хăтланă чухне. - Тӗрӗссипе манăн хăтламалла мар ăна, вăл хăй ман çинчен каласа патăр, - çакăн пек сăмахсемпе уçрӗ тӗлпулăва паллă режиссер.

Мӗн каламалли, чаплă кино! Ăна кинематографин чи лайăх йӗркине тӗпе хурса ӳкернӗ. Актерсен вылявӗ виçесӗр талантлă, оператор съемки паха, кӗвви чуна витерет.

Кинокартина проката пӗлтӗр, 2016 çулта тухнă. Пӗрремӗш хут ăна Мускаври халăхсен хушшинчи кинофестивальте кăтартнă. Режиссер сăмахӗсемпе, картинăна час-часах куракансем фантастикăлла е православилле комеди пек палăртаççӗ. Хăй вăл урăхла шухăшлать. Досталь ӗçӗсемпе çывăх паллашнисем сăмах мӗн çинчен пынине ăнланаççӗ пулӗ. Унăн киновӗсенче пафос çук, вилӗм-и, пурнăç-и, юрату е уйрăлу - Николай Досталь сăрăсене вăйлатса ытлашши «çутатма е хуратма» тăрăшмасть. Картинăсенче хăйевӗр çăмăллăх пур, кулăш туйăмӗ пӗр енчен интеллигентлă, тепӗр енчен çивӗч.

- «Монах и бес» пӗрре те комеди мар. Унта пурнăçри чăн пысăк хаклăхсене çăмăллăн та ырă кулăпа палăртнă. Ирони те пур, паллах, гротеск та, фарс та. Пӗрремӗш пайра, чăнах та нумай кулма тивӗ, анчах вӗçнелле хăвăра мӗншӗн култарма пăрахни пирки шухăшлама пуçлатăр, - терӗ Досталь.

Кинофильмри пулăмсем I Николай патша вăхăтӗнче пулса иртеççӗ. Сюжетпа мăнастире Семен ывăлӗ Иван манах (Тимофей Трибунцев актер вылять) килсе кӗрет. Вăл тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем тума ăста. Е ăш хытса каймалла култаракан, е тытăнчăклă калаçакан Ивана ахăртнех усал ярса илнех. Чăнах та, пăртакран çав усал (Георгий Фетисов актер вылять) курăнма пуçлать, çын мӗлкине йышăнать, хăйне вăл Легион ятпа палăртать. Темле мыскара та пулса иртет çак икӗ сăнар хушшинче. Киновăн кульминацийӗ Иванпа Легион Иерусалима кайнипе çыхăннă. Унта манах усала Турă Храмне вăйпа тӗртсе кӗртсе ярать. Çакăнтан пуçласа Легион хăйӗн тӗлӗнтермӗш вăйне çухатать, ӗнтӗ усал пек куçран çухалма та пултараймасть, ыратнине те, сивве те, выçлăха та туякан пулать. Иерусалима усал хăвачӗпе вӗçсе çитнӗ пулсан, каялла вӗсем ахаль çулçӳревçӗсем пек таврăнаççӗ. Вӗсене çапкаланчăк вырăнне йышăнса хӗнесе те пӗтереççӗ. Иван вилет, чунӗ Çӳлти Турă патне хăпарать. Легионпа мӗн пулса иртнине çырса пӗлтерместӗп, хăвăрах курса пӗлетӗр. Режиссер кинона кӗтменле интереслӗ вӗçленӗ. Николай Досталь пӗлтернӗ тăрăх, халӗ шăпах 1 телеканал ертӳçисемпе ăна эфира кăларасси пирки калаçусем пыраççӗ.

Çак кинона ӳкерес шухăш унăн Кирилло-Белозерски музей-заповедникра «Раскол» ӳкернӗ чухне çуралнă. Вăл Вологдăран 100 çухрăмра вырнаçнă. Кинофильм сюжетне Юрий Арабов сценарист хатӗрленӗ. Сăмах май, вăлах Николай Досталӗн «Завещание Ленина» нумай сериллӗ картини валли сценари çырнă. Каярахпа режиссерпа сценарист А.С.Пушкинăн 15 çулта чухнех çырнă «Монах» поэми пуррине пӗлнӗ. Унта поэт «Житие святых» кӗнеке тăрăх манах усал çине ларса Иерусалима кайса килни пирки çырнă пулнă. Çакăнтан пуçланнă та сценарипе ӗçлеме пуçласси.

- Тăватă çула яхăн картинăна ӳкерме укçа шырарăмăр, патшалăх кирлӗ суммăн çуррине пачӗ. Ку ӗçпе эпӗ питӗ кăмăллă. Ман шутпа, Иван монах Тимофей Трибунцевăн чи лайăх ролӗ. Уншăн вăл «Ника» тата «Белый слон» премийӗсене илме пултарчӗ. Кино юрату çинчен, этеме, Турра, пурнăçа юратни çинчен. Тӗслӗхе пӗр притча илсе кăтартатăп. Пӗррехинче манах келйине таврăнать те, вырăн çинче шуйттан çывăрнине асăрхать. Вăл та ывăнать пуль тесе манах шăппăн кăна сак айне кӗрсе выртать. Выртать кăна шуйттан пуля пек тухса тарать. Ку притча усала хирӗç юратупа кӗрешни пирки. Нумайăшӗ ырă чăмăрпа пулмалла теççӗ, анчах ăçта чăмăр - унта вăрçă, юн. Çак притча шăпах «Монах и бес» картинăна ăнланма пулăшать, - терӗ режиссер.

Кинофильм теми хăюллă. Мӗнлерех йышăннă-ха ăна Вырăс Православи чиркӗвӗ (ВПЧ)? Паллах, режиссертан кун пирки чи малтан ыйтса пӗлес килчӗ. - Чăнах та, чиркӳ представителӗсене кăтартма маларах тытăнса тăтăм. Шухăш-кăмăлӗпе тӗрлӗрен çынсем: Андрей Кураев (тӗнпе обществăлла ӗçчен, писатель, богослов, философ, чиркӳ ăсчахӗ, миссионер тата проповедник. -Авт.) та, Всеволод Чаплин (ВПЧ пачăшки, протоиерей) та, Тихон атте (Тихон Шевкунов, ВПЧ архиерейӗ, Егорьевски епископӗ, Мускав тата пӗтӗм Руç патриархӗн викарийӗ. -Авт.) те картинăна лайăх йышăнчӗç, - пӗлтерчӗ Николай Досталь.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев