Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Николай Никоноров: «Килтӗм, куртăм, çӗнтертӗм»

Февралӗн 27-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Мистер Х» конкурс иртрӗ. Унта ултă çамрăк - чăваш, сириец, узбек, армян, азербайджан, таджик- хутшăнчӗ, вӗсенчен кашни хăйӗн наци ятне хӳтӗленисӗр пуçне пултарулăхӗпе, ăс-тăн шайӗпе тата кулăш туйăмӗпе паллаштарчӗ. Кашнин программи интереслӗ, хăйне евӗр. Чăваш ятне çак кун Николай Никоноров хӳтӗлерӗ. Вăл Хусанти...

Февралӗн 27-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Мистер Х» конкурс иртрӗ. Унта ултă çамрăк - чăваш, сириец, узбек, армян, азербайджан, таджик- хутшăнчӗ, вӗсенчен кашни хăйӗн наци ятне хӳтӗленисӗр пуçне пултарулăхӗпе, ăс-тăн шайӗпе тата кулăш туйăмӗпе паллаштарчӗ. Кашнин программи интереслӗ, хăйне евӗр. Чăваш ятне çак кун Николай Никоноров хӳтӗлерӗ. Вăл Хусанти паллă шоумен, профессилле хореограф, ташăçă, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗн мăнукӗ. Унпа пӗрремӗш хут пӗр 10 çул каялла тӗл пулнăччӗ. Çак хушăра Коля Хусанти Культурăпа искусствăсен институтӗнчен вӗренсе тухса авланма, атте пулма ӗлкӗрчӗ. Байры Джумаев режиссер йӗркеленӗ проекта хутшăнни унпа курса калаçмалли тепӗр сăлтав пулса тăчӗ. Н. Никоноров тата проект çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев