Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Николай Владимиров ЧНКА çитменлӗхӗсене палăртрӗ

Пӗлтӗр ноябрӗн 11-мӗшӗнче суйланнă ТР ЧНКА Канашӗ хăйӗн ларăвне кăçал февралӗн 17-мӗшӗнче ирттерчӗ. Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов ертсе пыракан пухăва 40 ытла пайташ пухăннăччӗ. Вӗсене ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн председателӗ Николай Владимиров саламларӗ. Вăл Пăва, Мензеле, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Туслăх Çурчӗн представительствисем уçăлассине пӗлтерчӗ. 2010 çулхи Перепись кăтартăвӗсемпе Ешӗлварта 1931...

Пӗлтӗр ноябрӗн 11-мӗшӗнче суйланнă ТР ЧНКА Канашӗ хăйӗн ларăвне кăçал февралӗн 17-мӗшӗнче ирттерчӗ. Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов ертсе пыракан пухăва 40 ытла пайташ пухăннăччӗ. Вӗсене ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн председателӗ Николай Владимиров саламларӗ. Вăл Пăва, Мензеле, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Туслăх Çурчӗн представительствисем уçăлассине пӗлтерчӗ. 2010 çулхи Перепись кăтартăвӗсемпе Ешӗлварта 1931 чăваш пурăнать. Анчах унта халӗ те чăваш культура центрӗ çук-ха. Тукай районӗнче - 540, Камско-Устьинскинче - 154, Мензелере - 132, Пестрецынче - 113, Ютазара - 108 çын хăйсене чăваш тесе çыртарнă. Вӗсемпе те наципе-культура çыхăнăвӗсем хальлӗхе, шел пулин те, йӗркеленмен. Çак енӗпе ӗçе вăйлатсан, Николай Владимиров сăмахӗсемпе, Тутарстан районӗсенче 27 мар, 33 вырăнти чăваш наципе культура центрӗ пулмалла. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнче чăваш уйрăмӗ иртет. Анчах та вырăссем Туслăх Çуртӗнче 44 мероприяти ирттернӗ пулсан, чăвашсем унта 15 кăна ирттернӗ. Тӗслӗх пулса тăрас тесен, мероприятисен шучӗ те нумай пулмалла. Халăхсен Ассамблеи ют çӗршыв студенчӗсемпе лайăх ӗçлет. Хăш-пӗр автономисем те çак ӗçе йӗркелесе янă. Анчах та чăваш студенчӗсене сентябрь уйăхӗнче пухса общество ӗçне явăçтарас ӗç хальлӗхе илсе пырăнмасть-ха. Çав вăхăтра Чăваш Республикнчен те, Тутарстанран та чăвашсем Хусана нумайăн вӗренме килеçççӗ. Обществопа культура ӗçне йӗркелеме , мероприятисем ирттерме парăнакан грантсемпе те чăваш автономийӗ хальлӗхе сахалтарах ӗçлет.
Канаш ку сӗнӳсене шута илсе ӗçре усă курма килӗшрӗ. Районсенчи чăваш центрӗсен председателӗсемпе обществон хастарӗсем автономин кăçалхи ӗç планне пăхса тухрӗç, ăна хушса мероприятисемпе пуянлатрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев