Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Нина Артемьева 70 çулта

Нина Артемьевăпа эпир кӳршӗллӗ ялтан пулсан та, унпа куçа-куçăн пуçласа шкул пӗтерсен, Шупашкара вӗренме кайсан çеç тӗл пултăм. Вăл çамрăклах Шупашкара тухса кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Амăшӗпе пӗртăванӗсем те ялтан куçса кайнăччӗ. Мӗн ачаран унăн сăввисене, статйисемпе ытти хайлавӗсене «Хатӗр пул» (каярах «Çилçунат») журналта вуласа ӳснӗ эпир, унăн...

Нина Артемьевăпа эпир кӳршӗллӗ ялтан пулсан та, унпа куçа-куçăн пуçласа шкул пӗтерсен, Шупашкара вӗренме кайсан çеç тӗл пултăм. Вăл çамрăклах Шупашкара тухса кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Амăшӗпе пӗртăванӗсем те ялтан куçса кайнăччӗ. Мӗн ачаран унăн сăввисене, статйисемпе ытти хайлавӗсене «Хатӗр пул» (каярах «Çилçунат») журналта вуласа ӳснӗ эпир, унăн ентешӗсем. Хамăр тăрăхран тухнă сăвăç, журналист Шупашкарта тăван чӗлхепе тухса тăракан журналта ӗçлени пире унпа мăнаçлантарнă. Ун чухне хамăр патра район хаçачӗсӗр пуçне урăх чăвашла кăларăм пулман, çавăнпа та атте-анне пире Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журнала куллен çырăнса панă. Хам «Хатӗр пулпа» туслашсан Нина Артемьева (Мокина) Çӗмӗртлӗ хӗрӗ пулни пирки анне (хăй те Çӗмӗртлӗре çуралса ӳснӗ) пӗлтернӗччӗ мана: «Вăл пирӗн ентеш, çӗмӗртлӗсем, çамрăк чух ăна ялта Дуся тесе чӗнетчӗç». Çавăнтан вара журналăн çӗнӗ номерне алла илсенех ентешӗмӗн хайлавӗсене чи малтан вулаттăмччӗ. Тен, унăн пултарулăхех хамра та çырас туйăм çуратнă? Халь сăмах кун пирки мар.

Нина Николаевна тӗлӗнмелле ырă кăмăллă çын, унпа калаçнăçем калаçас килет. Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне вӗренме кӗрсен эпир, пулас журналистсем, И.Яковлев прос­пектӗнчи 13-мӗш çуртра вырнаçнă Пичет çурчӗн яланхи хăнисемччӗ. Вӗренӳ занятийӗсем хыççăн «Çилçунат» редакцине, ентешӗм патне яланах кӗрсе тухма тăрăшаттăмччӗ. Нина Николаевна яланах хапăл туса кӗтсе илетчӗ, хăйӗн ӗçӗ пирки каласа паратчӗ, хамăр тăрăхри хыпарсене ыйтса пӗлетчӗ. Кашнинчех журналсем парнелетчӗ. Çав тӗлпулусем яланах асра.
Нина Артемьева Пӳлер район­не кӗ­ре­кен Çӗмӗртлӗ (халӗ Аксу районне кӗрет) ялӗнче 1947 çулта çуралнă. Шкул хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатӗнче ӗçленӗ, çав вăхăтрах ӗçлекен çамрăксен шкулне пӗтернӗ, Чăваш патшалăх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1977 çулта ача-пăча валли çӗнӗрен тухма пуçланă «Хатӗр пул» журналта ӗçлеме пуçланă та 2003 çулчченех унта тăрăшнă. Нина Николаевна икӗ кӗнеке - «Пучахсем калаçаççӗ» тата «Хурăнсем кашлаççӗ» - авторӗ. РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ, М.Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ. Унăн пирвайхи хайлавӗсем ирт­нӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенчех Хусанта тухса тăнă «Ленин ялавӗ» хаçатра пичетленнӗ. Çав вăхăтранпах «Ялав», «Тăван Атăл» (Шупашкар), «Аврора» (Ленинград) журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Çӗнӗ кӗвӗ» тата «Жму ваши руки» сборниксенче тăтăш пичетленнӗ.
Çемьеллӗ. Нина Николаевнăн мăшăрӗ Александр Иванович Мокин «Сувар» хаçатра та пӗр вăхăт ӗçленӗ. Вӗсем ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ.
Паян, октябрӗн 20-мӗшӗнче, Нина Николаевна 70 çул тултарать. Ентешӗмӗре юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, творчест­вăра татах çитӗнӳсем тума сунатпăр. Калемӗр яланхи пекех çивӗч пултăр, вулакана сирӗн хайлавăрсем нумай-нумай çул савăнтарса тăччăр. Çак кунсенче Аксу районӗнчи шкулсемпе библио­текăсенче Н.Артемьева пултарулăхне халалланă мероприятисем, куравсем иртеççӗ. Ак, тӗслӗхрен, Аксури ача-пăча библиотекин заведующийӗ Валентина Давыдова ентешӗмӗр ячӗпе пуринчен малтан «Чӗрӗ шыв­па тулнă йӗркесем» ятлă курав-досье хатӗрленӗ. Нумай пулмасть иртнӗ семинарта çак куравăн хăтлавне те ирттерчӗ, паллă ентешӗмӗрӗн сăввисене те вуласа пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев