Сувар

Нуриев рольне вылянă каччă Хусанта фестиваль ирттерет

Хальхи ташă фестивалӗ Тутарстанăн тӗп хулинче апрелӗн 21-22-мӗшӗсенче иртӗ. Унăн ячӗ «StagePlatforma» - сцена платформи пек куçать. Ташă искусствинчи çӳллӗ шайри специалистсем Актерсен çуртӗнче мастер-классем ирттерӗç, сцена практикинче тӗлпулакан вăрттăнлăхсене ăнлантарса парӗç. Апрелӗн 21-мӗшӗнче классика тата хальхи хореографи, стретчинг, актер ăсталăхӗ, йога, фотоискусство, макияж тăвасси, флористика тата ытти енӗпе иртекен...

Хальхи ташă фестивалӗ Тутарстанăн тӗп хулинче апрелӗн 21-22-мӗшӗсенче иртӗ. Унăн ячӗ «StagePlatforma» - сцена платформи пек куçать. Ташă искусствинчи çӳллӗ шайри специалистсем Актерсен çуртӗнче мастер-классем ирттерӗç, сцена практикинче тӗлпулакан вăрттăнлăхсене ăнлантарса парӗç. Апрелӗн 21-мӗшӗнче классика тата хальхи хореографи, стретчинг, актер ăсталăхӗ, йога, фотоискусство, макияж тăвасси, флористика тата ытти енӗпе иртекен мастер-классене тӳлевсӗр çырăнма пулать: https://balletroom.timepad.ru/event/688455/. Апрелӗн 22-мӗшӗнче 17:00 сехетре Актер çуртӗнчех Раççей, Япони, Великобритани, Украина çӗршывӗсенчи ташлакансем пысăк хореографи концертне кăтартӗç.
Палăртса хăвармалла, фестивалӗн илемлӗх ертӳçи - Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗн труппин премьерӗ Олег Ивенко. Вăл кăçал тухакан «Шурă курак» фильмра Рудольф Нуриев рольне вылянă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: