Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Октябрӗн 10-16-мӗшӗсене гороскоп

ТАКА 21.III - 20.IV Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама ăнăçлă вăхăт пуçланать. Суту-илӳпе ӗçлекенсен ӗç каять, ыттисем финанс лару-тăрăвне хушма ӗç тупса çирӗплетме пултараççӗ. Ачасемпе çыхăннă тăкаксем нумай пулаççӗ. Сиенлӗ хăнăхусем пур пулсан, халӗ вӗсенчен çăмăллăнах хăтăлма пултаратăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V V Ку эрнере тимлӗх сахаллишӗн пăшăрханмалли çук - вăл...

ТАКА 21.III - 20.IV

Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама ăнăçлă вăхăт пуçланать. Суту-илӳпе ӗçлекенсен ӗç каять, ыттисем финанс лару-тăрăвне хушма ӗç тупса çирӗплетме пултараççӗ. Ачасемпе çыхăннă тăкаксем нумай пулаççӗ. Сиенлӗ хăнăхусем пур пулсан, халӗ вӗсенчен çăмăллăнах хăтăлма пултаратăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

V Ку эрнере тимлӗх сахаллишӗн пăшăрханмалли çук - вăл шутсăр нумай, эсир çынсене килӗшетӗр. Çак тапхăрта имиджа улăштарсан аван пулӗ. Укçа-тенкӗпе тирпейлӗ пулăр - бюджетран тухса кайма пултаратăр. Çемьере проблемăсем пур, тăвансемпе хирӗçесрен асăрханăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Çак эрнере чун творчество, пӗчченлӗх тата çулçӳревсем патне туртăнать. Искусствăпа ӗçлекенсен пысăк хавхалану çуралать, анчах çӗр çинчен ытлашшипех «хăпăнасран» асăрханăр. Улталанма, ăнланмалла мар лару-тăрăва çакланма пултаратăр, харпăр хăрушсăрлăх çинчен ан манăр.

РАК 22.VI - 22.VII

Ахальте сисӗмлӗ раксен шалти туйăм тата та вăйланать. Кирлӗ информацие кӗтмен çӗртен илетӗр. Мӗне те пулин сисетӗр пулсан, туйăмсене ан пăрахăçлăр, çапах йышăну тума васкамалла мар. Чăтăмсăр пулни пурнăçăрăн хăш-пӗр енне пăсма пултарӗ, калăпăр, ӗçтешӗрпе хутшăнусене татма е тупăш «çăлкуçне» çухатма.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрне вăй-хал пуçтармалли тапхăр, апат-çимӗçпе тирпейлӗ пулăр, усăсăр, мăнтăрланма пулăшаканнине пăрахăçламалла. Ытларах хӗвел çинче пулма, уçăлса çӳреме тăрăшмалла, психика лару-тăрăвне лайăхлатмалла. Хумханни,ӗçре канăçсăр пулни проблемăсем çеç кӳреççӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Кирлӗ тапхăр, сывлăх енчен те, психика енчен те тӗрӗслев иртетӗр. Çак вăхăтра чирлени эсир тахçантанпа сывлăхăра тимлеменнине, энергетика йăшнине кăтартать. Çакă пуç ыратнинчен, куç япăхнинчен, чӗре хавшанинчен курăнӗ. Ку чухне вăй-хала упрамалла.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Кӗткăс эрне. Тахçанхи чирсем вăранма пултараççӗ. Эндокрин, лимфа системисене тимлемелле, психологилле проблемăсене, депрессие пула аппетит пăсăлма е ӳссе кайма пултарать. Хӗрарăмсен гинекологипе çыхăннă чирсем палăрма пултараççӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнене пит япăх теме çук, кăмăл сӳрӗклӗхне шута илмесен, сывлăх енчен проблемăсем çук. Пулса иртекен ӗçсем пирки пит кулянмасан чӗре те лăпкă пулӗ, юн пусăмӗ те вылямӗ. Ӗçтешсемпе сахалрах хутшăнма тăрăшăр, килти ӗçсене хăвăрта тытăр. Çул çинче асăрхануллă пулăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Çак тапхăрта укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем мала тухаççӗ. Пӗр-пӗр пысăк япала туянас тӗллевпе хушма тупăш шырама тытăнатăр. Анчах çак ӗçсене çитес эрнене хăварсан лайăхрах пулӗ. Суту-илӳпе, çулçӳревпе çыхăннă ӗçсенчен писме пултаратăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Çак тапхăрта хăвăра ытлашшипех шаннипе пурнăçăра улăштарас тесе теветкелленетӗр, анчах çитӗнӳпе тупăш курасси пулмӗ. Лару-тăру пӗр вырăнта тăнă пек туйăнӗ. Çӗнӗ ӗçе куçас е предпринимательствăпа аппаланма шутларăр-тăк çакна çитес эрнене хăварсан аванрах пулӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Харпăр пурнăçра е пурлăх енӗпе çитӗнӳ тумашкăн эрне ăнăçлах мар. Ӗмӗтсене пурнăçлама та укçа-тенкӗ çителӗксӗртерех. Парне вырăнне çывăх çынсенчен пулăшу е ырă сăмах илме пултаратăр. Ӗçри лару-тăру та улшăнусемсӗр, тупăша ӳстересси пулмӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрне çав тери канăçсăр, пулса иртекен ӗçсенче эсир хуçа мар. Лартнă тӗллевсене пурнăçлас, пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса памашкăн нумай вăй-хал пӗтеретӗр. Çак тапхăрта хăвăр çине кăна ан шанăр, шăпа илсе килнӗ улшăнусенчен ан пăрăнăр. Пурнăçăрта мӗн те пулин улшăнчӗ-тӗк ăна лăпкăн йышăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев