Сувар

Олимпиадăна хутшăннă спортсменсене чысларӗç

Тунтикун Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче Пхенчханри XXIII Хӗллехи Олимп вăййисене хутшăннă республика спортсменӗсене, вӗсен тренерӗсене тата спорт федерацийӗсен представителӗсене наградăсем пачӗ. ТР Президенчӗ вӗсене олимпиадăна ăнăçлă хутшăннă ятпа саламларӗ, пысăк ăсталăх кăтартнăшăн тав турӗ. «Республикăра спортăн олимп тӗсӗсене аталантарма пысăк тимлӗх уйăратпăр. Паянхи куна Тутарстанра 10,5 пине яхăн спорт объекчӗ...

Тунтикун Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче Пхенчханри XXIII Хӗллехи Олимп вăййисене хутшăннă республика спортсменӗсене, вӗсен тренерӗсене тата спорт федерацийӗсен представителӗсене наградăсем пачӗ. ТР Президенчӗ вӗсене олимпиадăна ăнăçлă хутшăннă ятпа саламларӗ, пысăк ăсталăх кăтартнăшăн тав турӗ. «Республикăра спортăн олимп тӗсӗсене аталантарма пысăк тимлӗх уйăратпăр. Паянхи куна Тутарстанра 10,5 пине яхăн спорт объекчӗ тăтăш ӗçлет. Çулсерен эпир Раççей, халăхсен хушшинчи шайра 30 ытла, регион шайӗнче 800 ытла ăмăрту ирттеретпӗр. Спорт отраслӗнче пирӗн 9 пин çын куллен ӗçлет», - тесе палăртрӗ Рустам Нургалиевич.

Республика ертӳçин аллинчен Андрей Ларьков «Дуслык» орден, Евгения Тарасовăпа Анна Нечаевская «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден мадалӗсене, Владимир Морозовпа Милена Быкова ТР Президенчӗн Тавне илме тивӗçрӗç. ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрне Владимир Леонова «ТР çамрăксен политикин сферин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят пачӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: