Пăлхарта ислам академийӗ уçăлчӗ
Паян Тутарстанри Пăлхар хулинче (Спас районӗ) Раççейри пӗрремӗш ислам академийӗ уçăлчӗ. Официаллă церемони умӗн академин президенчӗпе ректорӗ Камиль Исхаковпа Рафик Мухаметшин магистратурăпа докторантурăн пирвайхи 36 студентне студент билечӗсене пачӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Пăлхар ислам академине уçмашкăн РФ Президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич та килнӗччӗ. Вăл РФ Президенчӗн В.Путинăн саламлă...
Паян Тутарстанри Пăлхар хулинче (Спас районӗ) Раççейри пӗрремӗш ислам академийӗ уçăлчӗ. Официаллă церемони умӗн академин президенчӗпе ректорӗ Камиль Исхаковпа Рафик Мухаметшин магистратурăпа докторантурăн пирвайхи 36 студентне студент билечӗсене пачӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Пăлхар ислам академине уçмашкăн РФ Президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич та килнӗччӗ. Вăл РФ Президенчӗн В.Путинăн саламлă телеграммине вуласа пачӗ. Çӗршыв ертӳçи академи ислам тӗнӗн пысăк вӗрентӳ центрӗ пуласса шаннине пӗлтернӗ.
Михаил Бабич сăмахӗсем тăрăх, çак академие туса хурасси РФ Президенчӗн хушăвӗнчен пуçланнă. Çапла малашне Раççей мăсăльманӗсем кунта хăйсен тӗнӗпе тарăн пӗлӳ илме пултарӗç.
ТР Президенчӗ Р.Минниханов та хăйӗн саламлă сăмахӗнче академи уçăлни çӗршыв историйӗнче те, мӗнпур мăсăльман тӗнчишӗн те паллă пулăм пулнине палăртнă.
Çурçӗр Кавказ мăсăльманӗсен координаци канашӗн председателӗ Исмаил-Хаджи Бердиев вара ку проект Тутарстанăн кăна мар, пӗтӗм федерацин пулни çине пусăм турӗ.
Пăлхар ислам академийӗ тин кăна уçăлнине пăхмасăр (вӗрентӳ лицензине август уйăхӗнче кăна илнӗ-ха), унта вӗренес текенсен конкурс витӗр тухма тивнӗ, кăçал пӗр вырăна икӗ çын пулнă. Паянтан кунта çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
7 июля 2022 - 06:38Çӗпрел пенсионерӗсем Марий Эла экскурсине кайса килнӗ Июль пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗн ялӗсенчи ветерансен канашӗсен председателӗсем пуçтарăнса Марий Элăн тӗп хулине кайса килчӗç. Нумайăшӗ ку тăрăхсенче пулса курман, çавăнпа та Çӗнӗ Шупашкарти ГЭСа пӗрремӗш хут куракансем те пулнă ветерансен хушшинче.1200
-
6 июля 2022 - 23:56Чи пысӑк ӑшаланӑ ҫӑмарта хатӗрлесе тутарстансем гастрономи рекорчӗ лартасшӑн Июлӗн 16-мӗшӗнче Пестрецынче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри "Скорлупино" фестивальте ҫӗнӗ гастрономи рекордне хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ5900
-
6 июля 2022 - 20:27Кӑҫалхи тухӑҫ пысӑк пулма шантарать Марат Ахметов тата ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем мелиораци системин аталанӑвне сӳтсе явнӑ5200
-
6 июля 2022 - 14:08Людмила Федоровна СУРКОВĂНА чаплă юбилейпе саламлатпăр! Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан пирӗн юратнă та хаклă çыннăмăра Людмила Федоровна СУРКОВĂНА чаплă юбилейпе – 55 çул тултарнă ятпа пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, савăнăç тата телей сунатпăр.5500
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
6 июля 2022 - 14:08Людмила Федоровна СУРКОВĂНА чаплă юбилейпе саламлатпăр!Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан пирӗн юратнă та хаклă çыннăмăра Людмила Федоровна СУРКОВĂНА чаплă юбилейпе – 55 çул тултарнă ятпа пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, савăнăç тата телей сунатпăр.5500
-
6 июля 2022 - 13:30Вера Степановна Белова 75 тултарчӗ!Хисеплӗ те юратнă акка, мăнакка – Лайăш районӗнчи Габишево поселокӗнче пурăнакан Вера Степановна БЕЛОВА – утă уйăхӗн 1-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ5900
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.74500
-
5 июля 2022 - 06:00Уяв лапамне васкаса хӑт кӗртеҫҫӗ Ханасем нумай килнӗрен праҫник пуҫланас вӑхӑта та пӗр сехет маларах куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ытти регионсенчен, Тутарстанри районсенчен килекен хӑнасене Сиктӗрме-Хусанкая маларах ҫитме ыйтатпӑр. Фольклор ушкăнӗсен ирхине 8-чченех çитме тăрăшмалла.38501
-
4 июля 2022 - 09:28В Канашском транспортно-энергетическом техникуме состоялось вручение дипломов выпускникам 2021-2022 учебного года Представители АО «Транснефть - Прикамье» приняли участие в церемонии вручения дипломов выпускникам Канашского транспортно-энергетического техникума – одного из корпоративных образовательных центров компании. Всего дипломы получили 260 выпускников: 169 человек - по программам подготовки квалифицированных рабочих, 91 человек - по программам подготовки специалистов среднего звена, 59 из которых будут направлены для трудоустройства в 10 организаций системы «Транснефть» от Балтики до Восточной Сибири и Дальнего Востока.29600
-
5 июля 2022 - 15:44Аксури Уяв яланхи пекех чаплă иртрӗ Июлӗн 2-мӗшӗнче Аксури тӗп майданра районти Уяв иртрӗ. 10 сехетре пуçланчӗ мероприяти, халăх вара самай маларах пуçтарăнма пуçларӗ праçник иртекен вырăна. Курмалли, паллашмалли кăçал та пайтахчӗ – чăваш йăли-йӗркине, пурнăçне, ӗçне-хӗлне кăтартакан кил-çуртсене хатӗрлес ӗçе районти кашни ял хутлăхӗ хутшăннă.23301
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика