Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пăлхарти чăваш художникӗн куравӗ Хусанта уçăлать

Паян Хусанта Спасски районӗн паллă художникӗн Валерьян Николаевич Киргизинăн куравӗ уçăлать. Ăна Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче 16.00 сехетре уçаççӗ. Курав ячӗ «ПĂЛХАР ТАВРАШӖСЕМ». Валерий Киргизин Нурлат районӗнчи Куракьелӗнче çуралса ӳснӗ. Ӳкерес ӗçе вăл Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Киргизин Овчинниковăн вӗренекенӗ шутланать. Пуринчен те ытларах унăн пейзажсем ăнăçлă пулаççӗ. Паллăраххисем: «Рабига кӳлли»,...

Паян Хусанта Спасски районӗн паллă художникӗн Валерьян Николаевич Киргизинăн куравӗ уçăлать. Ăна Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче 16.00 сехетре уçаççӗ. Курав ячӗ «ПĂЛХАР ТАВРАШӖСЕМ». Валерий Киргизин Нурлат районӗнчи Куракьелӗнче çуралса ӳснӗ. Ӳкерес ӗçе вăл Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Киргизин Овчинниковăн вӗренекенӗ шутланать. Пуринчен те ытларах унăн пейзажсем ăнăçлă пулаççӗ. Паллăраххисем: «Рабига кӳлли», «Пӗччен хурăн», «Мартри вăрман» тата ыттисем те. Валерьян Николаевич картинисем Пăлхарти истори заповедникӗнче те çакăнса тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев