Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Паттăра çуралнă кунпа – автомобиль!

Тутарстанри пӗртен-пӗр сывă Совет Союзӗн Геройӗ Борис Кузнецов паян Хусан Кремлӗнчен çуран мар, вӗр-çӗнӗ автомобильпе кайрӗ. Ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çуралнă кунпа автомобиль парнелерӗ. «Ку пирӗн паттăр. Унăн наградисем нумай, вăл Совет Союзӗн Геройӗ. Борис Кирилловичăн паян çуралнă кунӗ. Ăна ак çак автомобиль уççине парсан, эсир манпа килӗшетӗр пулӗ»,-...

Тутарстанри пӗртен-пӗр сывă Совет Союзӗн Геройӗ Борис Кузнецов паян Хусан Кремлӗнчен çуран мар, вӗр-çӗнӗ автомобильпе кайрӗ. Ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çуралнă кунпа автомобиль парнелерӗ. «Ку пирӗн паттăр. Унăн наградисем нумай, вăл Совет Союзӗн Геройӗ. Борис Кирилловичăн паян çуралнă кунӗ. Ăна ак çак автомобиль уççине парсан, эсир манпа килӗшетӗр пулӗ»,- терӗ Рустам Нургалиевич пуçтарăннисене паттăра машина уççине панă май. Çакăн пек савăнăçлă самантпа пуçланчӗ паян Хусан Кремлӗн Тупă картишӗнче тутарстансене Раççей тата республика наградисемпе чыслас церемони.

Чи пысăк наградăна кăçал 25 çын тивӗçрӗ. ТР Президенчӗ Р.Минниханов Раççей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Туслăх орденӗпе икӗ çынна, «Тăван çӗршыв умӗнчи ӗçсемшӗн» орден медалӗпе 4 çынна, 11 çынна тӗрлӗ сферăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ята тата 3 çынна Раççей Президенчӗн Тав çырăвӗпе татар республикăн наградисемпе: «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа 7 çынна, «Мухтавлă ӗçшӗн» медальпе 4 çынна чысларӗ. (Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев