Паян чăвашла юрлакан тутар юрăçи çуралнă

Пирӗн эстрадăн «шăннă тинӗсне» вăл пăр çӗмерекен ледокол пек, стереотипсене çӗмӗрсе пырса кӗчӗ. Енчен те Шупашкарата чăваш юрăçисем (пурте мар, паллах, çапах та...) вырăссен е ытти халăх эстрадинчи кӗвӗсемпе сăмахсене «чăвашлатма» хăнăхса кайрӗç пулсан, Хусанта пурăнакан Фарида чăваш сăмахӗсене хăй çырнă тутарларах кӗвӗсем çине хурса илемлӗ юрăсем шăрантара пуçларӗ. 3-4...
Пирӗн эстрадăн «шăннă тинӗсне» вăл пăр çӗмерекен ледокол пек, стереотипсене çӗмӗрсе пырса кӗчӗ. Енчен те Шупашкарата чăваш юрăçисем (пурте мар, паллах, çапах та...) вырăссен е ытти халăх эстрадинчи кӗвӗсемпе сăмахсене «чăвашлатма» хăнăхса кайрӗç пулсан, Хусанта пурăнакан Фарида чăваш сăмахӗсене хăй çырнă тутарларах кӗвӗсем çине хурса илемлӗ юрăсем шăрантара пуçларӗ.
3-4 çул хушшинче ăна куракансем Чăваш Республикинче кăна мар, кӳршӗллӗ ытти регионсенче те паллакан, юратакан, концерчӗсене кӗтекен пулчӗç. Халӗ Фарида Файзуллина чăваш эстрадинчи чи паллă юрăçсенчен пӗри. Халăх юратăвне вăл хăйӗн пултарулăхӗпе çӗнсе илчӗ.
Мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрӗн концерт залӗнче унăн пултарулăхне Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакансем хаклӗç. (ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 89196314021)
Эпир вара хисеплӗ юрăçа тепӗр хут çуралнă кунӗ ячӗпе саламлатпăр, куракансене илемлӗ юррисемпе тата та тата савăнтарма сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
18 мая 2022 - 18:43Тӑххӑрмӗш класс пӗтерекен ачасенчен питӗ сахалӑшӗ тӑван чӗлхепе экзамен тытма шутланӑ Тутарстанра вӗсем кӑҫал 1371-ӗн пулнӑ: 73-ӗн чӑваш чӗлхипе экзамен тытнӑ, 21-ӗшӗ удмурт, 14-шӗ мари, ыттисем тутар чӗлхипе5800
-
18 мая 2022 - 09:23Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.15601
-
18 мая 2022 - 09:09Представители АО «Транснефть – Прикамье» провели профориентационные мероприятия в г.Ижевске Специалисты АО «Транснефть – Прикамье» провели серию мероприятий по привлечению перспективных кадров из числа студентов Ижевского промышленно-экономического колледжа и Ижевского индустриального техникума им. Е.Ф. Драгунова.12900
-
18 мая 2022 - 08:04Ҫутӗҫ министерстви шкулсенче юлашки шӑнкӑравсене онлайн тума сӗнмест Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви шкулсене юлашки шӑнкӑравсемпе выпускнойсене малтанхи пек линейкӑсем туса ирттерме сӗнет. Ҫакӑн ҫинчен ведомствон ертӳҫи Сергей Кравцов пӗлтернӗ12000
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
29 апреля 2022 - 11:24Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăрÇăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.49600
-
29 апреля 2022 - 11:19Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăрЫрă кăмăллă, пирӗншӗн хаклă тăванăмăра, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Камские Полянынче пурăнакан Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!47502
-
22 апреля 2022 - 20:22Аксу районӗнчи Илешни ялӗнче пурăнакан Раиса Николаевна ИЛЬГУЗИНĂНА 70 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Сывлăху юман пек çирӗп, кун-çулу уй-хир пек аслă, вăрман пек пуян, ӗмӗрӳ вăрăм, çутă та такăр пултăр. Эпир сана питӗ юрататпăр, пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.47201
-
16 мая 2022 - 13:43Сабантуйсен кунӗсем паллă Тутарстан Республикин Президенчӗ республикăра 2022 çулта Сабантуйсем хăçан ирттересси пирки указ кăларнă.43900
-
16 мая 2022 - 12:34Республикăра 120 ытла цифрăллă мероприяти ирттерме палăртнă Айрат Хайруллин Тутарстанри Цифровизаци çулталăкӗн тӗп пулăмӗсем çинчен каласа панă30300
-
16 мая 2022 - 09:51Пӗр мура çӗнтерсе пӗтереймерӗмӗр, пире ӗнтӗ тепринпе хăратаççӗ Тутарстанра холера сарăлни пирки калакан хыпара Роспотребнадзор фейк тесе пӗлтернӗ26800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика