Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Паян Хусанта кинофестиваль уçăлать

Халăхсем хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ шучӗпе 13-мӗш. Кăçал конкурса пурӗ 27 çӗршывран 60 фильма суйласа илнӗ. Пӗтӗмпе вара 61 çӗршывран 782 заявка килнӗ. Яланхи пекех кинофестивалӗн тӗллевӗ - культура диалогӗ урлă тӗнчери çивӗч проблемăсене кăтартасси. Фильмсене сумлă жюри, председателӗ Раççей халăх артисчӗ, режиссер, сценарист Николай Досталь, хаклать. Кунсăр пуçне конкурса кӗмен...

Халăхсем хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ шучӗпе 13-мӗш. Кăçал конкурса пурӗ 27 çӗршывран 60 фильма суйласа илнӗ. Пӗтӗмпе вара 61 çӗршывран 782 заявка килнӗ.

Яланхи пекех кинофестивалӗн тӗллевӗ - культура диалогӗ урлă тӗнчери çивӗч проблемăсене кăтартасси. Фильмсене сумлă жюри, председателӗ Раççей халăх артисчӗ, режиссер, сценарист Николай Досталь, хаклать. Кунсăр пуçне конкурса кӗмен фильмсен программине те хатӗрленӗ. Фильмсене Хусанта « Родина», «Мир», «Киномакс», «Корстон» тата «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникра курма пулать.

Кăçал хӗрлӗ кавир тăрăх паллă актерсем - Наталья Варлей, Светлана Светличная, Владимир Конкин, Кирилл Плетнев, Владимир Вдовиченков, Анна Снаткина, Леонид Кулагин, Виктор Мережко, продюссерсем - Рубен Дишдишян, Руслан Татаринцев, Игорь Мишин, киновед Кирилл Разлогов, юрăçсенчен Эльмира Калимуллина, Дина Гарипова тата ыттисем утаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев