Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Конкурсанткăсем В.Зайцевăн кӗпипе тухаççӗ

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Паян Хусанта пысăк мероприяти - «Мисс Татарстан» обществăлла организацин юбилейлă 20-мӗш конкурсӗ иртет. Кăçал унта 30 конкурсантка хутшăнать. Мероприятие питӗ те пысăк хăнасем килнӗ. Çавсен шутӗнче: «Мисс Россия» наци конкурсӗн генеральнăй директорӗ Лариса Тихонова, «Мисс Татарстан-2010», «I Вице-мисс Россия-2010», «Мисс Мира-2010» конкурс финалистки, топ-модель Ирина Шарипова,...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Паян Хусанта пысăк мероприяти - «Мисс Татарстан» обществăлла организацин юбилейлă 20-мӗш конкурсӗ иртет. Кăçал унта 30 конкурсантка хутшăнать. Мероприятие питӗ те пысăк хăнасем килнӗ. Çавсен шутӗнче: «Мисс Россия» наци конкурсӗн генеральнăй директорӗ Лариса Тихонова, «Мисс Татарстан-2010», «I Вице-мисс Россия-2010», «Мисс Мира-2010» конкурс финалистки, топ-модель Ирина Шарипова, «Мисс Кемер интернешнл» халăхсен хушшинчи конкурс президенчӗ Аднан Шекер. Пирӗншӗн чи пысăк хăна шутӗнче вара Раççейӗн паллă дизайнер-модельерӗ, легендарлă кутюрье Вячеслав Зайцев пулчӗ. Конкурс валли Вячеслав Михайлович ятарласа хăйӗн коллекцине илсе килчӗ. «Мисс Татарстан» конкурса пӗрремӗш хут хутшăнмастăп. Изольда Сахаровăпа туслăх пирӗн тахçантанпа. Мана кунта килме хуть хăçан та интереслӗ», - терӗ модельер.

Изольда Сахарова палăртнă тăрăх, конкурсра Вячеслав Зайцевăн коллекцине конкурсанткăсем кăтартаççӗ, финала тухнă хӗрсем те кутюрьен кӗписене тăхăнаççӗ.

Тепӗр сюрприз - Тимур Родригез, вăл куракансене хăйӗн юррисемпе савăнтарма хатӗрленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев