Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗчӗк ачасем марафон умӗн чупӗç

Май уйăхӗн 20-мӗшӗнче Хусан марафонӗ пуçланиччен Тӗп стадион умӗнчи лапамра ачасен спорт ăмăртăвӗ «Race for kids» пулать. Вăл Хусан марафонӗ шайӗнчи ачасен спорт уявӗ шутланать. Хутшăнакансен хушшинче чи пӗчӗккисем 5-12 çулсенчи ачасем хăйсен пурнăçӗнчи 422 метрлă дистанцине пӗрремӗш хут чупса тухӗç. Пуçламăшӗнче кашни ача старт номерне илет, финишра вара кашнинех...

Май уйăхӗн 20-мӗшӗнче Хусан марафонӗ пуçланиччен Тӗп стадион умӗнчи лапамра ачасен спорт ăмăртăвӗ «Race for kids» пулать. Вăл Хусан марафонӗ шайӗнчи ачасен спорт уявӗ шутланать. Хутшăнакансен хушшинче чи пӗчӗккисем 5-12 çулсенчи ачасем хăйсен пурнăçӗнчи 422 метрлă дистанцине пӗрремӗш хут чупса тухӗç. Пуçламăшӗнче кашни ача старт номерне илет, финишра вара кашнинех медальпе кăкăр значокӗ кӗтет.

Хальлӗхе Раççейри 25 регионран 460 ача ăмăртăва хутшăнма зявка янă. Мероприяти кунне организаторсем 500 пӗчӗк хутшăнакан пуласса шанаççӗ.

Ăмăртăва кашни ача тӳлевсӗр хутшăнма пултарнине те палăртса хăвармалла. Аса илтеретпӗр, вăл май уйăхӗн 20-мӗшӗнче 13:00 сехетре Тӗп стадион умӗнче иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев