Сувар

Пӗчӗк çăлтăр

Иртнӗ эрнере Хусанти «УНИКС» концерт залӗнче Республикăри эстрада искусствисен XVII «Созвездие-Йолдызлык» çамрăксен фестивалӗн «Хореографи», «Конферанс», «Вокал ансамблӗсем», «Вокал-соло» номинацисен çӗнтерӳçисене палăртрӗç. Юлашки номинацире Хусанта пурăнакан 7 çулти чăваш хӗр ачи Милена Максимова кӗçӗннисен 1-мӗш ушкăнӗнче I вырăн çӗнсе илчӗ. Кунсăр пуçне вăл çӗршыври чи паллă музыкăпа пултарулăх конкурсӗсен çӗнтерӳçи те....

Иртнӗ эрнере Хусанти «УНИКС» концерт залӗнче Республикăри эстрада искусствисен XVII «Созвездие-Йолдызлык» çамрăксен фестивалӗн «Хореографи», «Конферанс», «Вокал ансамблӗсем», «Вокал-соло» номинацисен çӗнтерӳçисене палăртрӗç. Юлашки номинацире Хусанта пурăнакан 7 çулти чăваш хӗр ачи Милена Максимова кӗçӗннисен 1-мӗш ушкăнӗнче I вырăн çӗнсе илчӗ. Кунсăр пуçне вăл çӗршыври чи паллă музыкăпа пултарулăх конкурсӗсен çӗнтерӳçи те. Эпир Миленăн амăшӗпе Оксанăпа çыхăнса калаçрăмăр.

- Кӗçӗн хӗрӗм Милена мӗн пӗчӗкрен пӗр вӗçсӗр юрă ӗнӗрлетчӗ, кунӗпех тесен те йăнăш пулмасть. Пирӗн йăхра юрлакансем, музыкантсем, артистсем пачах та çук. Эпир мăшăрпа иксӗмӗр те юристсем. Аслă хӗр Ланита та творчество енне туртăнмасть, ытларах чӗлхе пӗлӗвӗпе, уйрăмах акăлчан чӗлхипе, интересленет. Милена чи малтан рисованипе бал ташшисен кружокне çӳретчӗ. Пӗррехинче рисовани учителӗ пире чӗнсе илчӗ те: «Миленăн юрлас пултарулăхӗ пур пулмалла. Ӳкернӗ чух та юрă ӗнӗрлет. Çумри пӳлӗмре вокал вӗрентеççӗ, унта та çӳресе пăхасшăн мар-и?» - сӗнчӗ вăл пире. Çапла пуçларăмăр та вокала çӳреме. Хăйӗн чи пӗрремӗш конкурсӗнчех - халăхсен хушшинчи ачасемпе çамрăксен пултарулăхӗн «На крыльях таланта» конкурсра - Милена Гран-при çӗнсе илсен эпир ачан чăнах та таланчӗ пуррине, ăна аталантармаллине ăнланса илтӗмӗр. Ятарласа сцена хореографийӗ, актер пултарулăхӗ енӗпе харпăр уроксем илме, мас­тер-классене çӳреме, репертуар суйлама, костюмсем çӗлеттерме пуçларăмăр, - каласа пачӗ Оксана.

Юрă пултарулăхне педагогпа аталантарма пуçлани çулталăк ытла кăна пулсан та, Милена çӗршыври чи паллă музыкăпа пултарулăх конкурсӗсене хутшăннă кăна мар, малти вырăнсемпе Гран-присене те тивӗçнӗ. Вăл «Россия» телеканалăн çамрăк талантсен «Синяя птица» конкурсăн Мускаври тӗп суйлав тап­хăрне те иртнӗ, анчах юрри конкурс формачӗпе килсех пӗтменнипе, малалла каяйман. Çавăнпа та çитес çул конкурса çӗнӗ репертуарпа хутшăнма хатӗрленет. Милена Игорь Крутойăн поп музыка академийӗн пуçарăвӗпе иртекен халăхсен хушшинчи пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Битва талантов» слетне те хутшăннă. Унта вăл ытти ачасемпе пӗрле И.Крутой çыр­нă «Ангел-хранитель» паллă юрра студире çыртарнă. Кунсăр пуçне Милена халăхсен хушшинчи «Я пою» тата «Планета талантов» юрăпа пултарулăх конкурсӗсенче Гран-прие тивӗçнӗ, халăхсен хушшинчи çамрăк юрăçсен «Золотая нота», эстрада юррисен «Путь к успеху», театрпа музыка пултарулăхӗн «Путь к Вифлеемской звезде», ачасемпе çамрăксен пултарулăхӗн «Золотая лира», хальхи поп музыкăна юрлакансен «The lights of Kazan», эстрада пултарулăхӗн «Рождественская сказка» конкурссенче I вырăна тивӗçнӗ. Милена НТВ каналăн «Народная сцена» проекчӗн интернет-лидерӗ те.

Ачасен «Евровидени» юрă конкурсӗн Атăлçи тăрăхӗнчи кăçалхи суйлав тапхăрӗнче чӗрӗк финалне тата халăхсем хушшинчи çамрăк юрăçсен «Детская Новая волна» конкурсăн çурма финалне тухма пултарнă.

- «Детская Новая волна» кон­курсăн çурма финалӗ кăçал «Созвездие-Йолдызлык» фес­тивалӗн суперфиналӗпе пӗр­лерех иртнипе эпир унта хут­шăнаймарăмăр. Тепӗр çул, фестивальсем кăçалхи пек пӗр вăхăтра иртмесен, хутшăнатпăрах. Тепӗр енчен, «Детская Новая волнана» пирӗн çӗршыв­ран икӗ ачана кăна суйласа илеççӗ, финала тухаймассине те ăнланатпăр. Хутшăнакан ачасен пултарулăхӗ питӗ çуллӗ шайра, конкуренци пысăк. Çапах та хăтланса пăхсан юрать. Конкурссемпе тӗрлӗ мероприятисене тухса çӳрени пире питӗ нумай юлташ тупма пулăшрӗ. Паян социаллă сетьсенче Миленăн пурӗ вунă пин ытла тус, - каласа кăтартрӗ Оксана.

Раççейри ача-пăча юррисен композиторӗсем Миленăн сасă тембрӗ питӗ хăйне евӗрлӗ те интереслӗ пулнине кура хăйсен юррисене чи пӗрремӗш хут юрласа студире çыртарма пӗрре мар шаннă. Вырăсла çакна «право первого исполнения» теççӗ.

Пӗлтӗр улттăри Милена Хусанта иртнӗ «Вилӗмсӗр полк» акцие «Дорогие мои старики» юрăпа вӗçлекенӗ пулнă. Хӗр пӗрчине Хусанта иртекен нумай мероприятие йыхравлаççӗ. ТР патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ йыхравланипе Милена пӗрре мар çак коллективпа пысăк сцена çине тухнă. Тутарстан эстрадин концерчӗсене, республикăри паллă юрăçсемпе дуэтсем çыртарма, официаллă концертсене те хутшăнма чӗнеççӗ Миленăна. Эльмир Низамов режиссер хальхи вăхăтра хатӗрлекен ачасен мюзиклне те чӗнсе хунă ăна. Сăмах май, хӗр пӗрчин репертуарне чăваш юррисене те кӗртме шутлать Оксана. Анчах та, унăн сăмахӗсемпе, чăвашла профессилле шайра юрлама вӗрентекен педагог çукки хальлӗхе çак шухăша пурнăçлама памасть-мӗн.

- Эпир хамăрăн хӗре «çăлтăр» тесе хăнăхтармастпăр, ыттисене те калама хушмастпăр. «Çăлтăр чирӗ» - питӗ хăрушă чир. Ăçта та яланах кам-тăр вăйлăрах, пултаруллăрах. Ку йӗркеллӗ пулăм. Пурнăçра тӗрли пулма пултарать, çав шутра сасса çухатни те... Эпир ачан пултарулăхӗ ăна савăнăç анчах кӳтӗр тетпӗр. Миленăшăн юрласси - савăнăç парнелекен юратнă заняти. Юрламасăр тăраймасть вăл. Сценăна та юратать. Тепӗр енчен, кăмăлӗ çук ачана сцена çине кăлараймастăн вӗт. Ӳссе çитсен артист мар, ветеринар пулатăп тет-ха. Шкула кайсан хальхи пек пултарулăхне аталантарма вăхăт çитерейӗпӗр-и, çук-и - курăнӗ унта. Мӗнле пулсан та, вӗренӳ тӗп вырăнта пулмаллах, - терӗ Оксана.

Çутçанталăк Миленăна тӗрлӗ талант парнеленӗ. Юрланисӗр пуçне вăл лайăх ӳкерет, актер пултарулăхӗ вара киноискусствăра пӗрремӗш утăмсем тума пулăшнă. «Ералаш» киножурнал ăна Мускаври тӗп кастинга ăнăçлă иртнӗ хыççăн ӳкерӗнме чӗннӗ.

- Унта ӳкерӗнесех тесен Мускавра пурăнмалла. Кайса килнипе кăна пулмасть. Эрнере сахалтан та икӗ хутчен пулмалла Мускавра. Эпир кун пирки пăшăрханмастпăр, пур çӗре те ӗлкӗрме çуккине ăнланатпăр, - терӗ Оксана.

Кунсăр пуçне Миленăн актер пултарулăхне Хусан патшалăх культура институчӗн студенчӗсем асăрхаса хăйсен кӗске метражлă фильмӗсенче ӳкерӗнме йыхравланă. Паян хӗр пӗрчи темиçе эпизод рольне вылянă та ӗнтӗ.

«Голос.Дети» телепроект çин­­чен те ыйтмасăр хăварайма­рă­мăр эпир.

- Миленăн проекта хутшăнма тахçанах кăмăлӗ пурччӗ, анчах та унта 7 çул тултарсан çеç лекме пулатчӗ. Кăçал «Соз­вездие-Йолдызлык» фестиваль жюрийӗ хушшинче «Голос.Дети» телепроектăн музыка редакторӗпе пӗрремӗш режиссер-постановщикӗ те пурччӗ. Вӗсем Миленăна асăрханă. Ăна тата темиçе ачана Мускава çитес сезонри кастинга заявка ямасăрах хутшăнма пултарнине пӗлтерчӗç. Пирӗншӗн ку питӗ пысăк савăнăç пулчӗ, - пӗлтерчӗ Оксана.

Эппин, хамăрăн Миленăна «Голос.Дети» проектăн çитес сезонӗнче курас шанăç пур пирӗн. Мӗнех калăн, маттур! Малашне те çакăн пек чипер те пултаруллă пул! Ăнăçупа çитӗнӳсем сунатпăр сана, Милена!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: