Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пилӗк çӗнӗ шкул уçăлать

Тутарстанра 2011-2016 çулсенче пӗтӗмпе 9,3 пин вырăнлăх 35 çӗнӗ шкул туса лартнă, пӗлтерчӗ «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР строительствăпа архитектура, ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев. Çак тӗллевпе Раççей, республика тата вырăнти бюджетсенчен пурӗ 7 миллиард тенкӗ ытла укçа уйăрнă. Министр çумӗн сăмахӗсемпе, ку енӗпе те Тутарстан ытти регионсенчен малта пырать....

Тутарстанра 2011-2016 çулсенче пӗтӗмпе 9,3 пин вырăнлăх 35 çӗнӗ шкул туса лартнă, пӗлтерчӗ «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР строительствăпа архитектура, ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев. Çак тӗллевпе Раççей, республика тата вырăнти бюджетсенчен пурӗ 7 миллиард тенкӗ ытла укçа уйăрнă. Министр çумӗн сăмахӗсемпе, ку енӗпе те Тутарстан ытти регионсенчен малта пырать. Ильшат Гимаев шучӗпе, пысăк çитӗнӳсен шутне Хусанта Мавлютов урамӗнче уçăлнă Халăхсен хушшинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула кӗртмелле. Ун сăмахӗсемпе, вăл креативлă, хальхилле, вăйлă. Шел те, çак шкул ахаль халăх ачисем валли мар, пӗр уйăхшăн тӳлев вăтам ӗç укçин çур çулхи калăпăшӗпе танлашать. Сăмах та çук, унти вӗрентӳ шайӗ çӳллӗ, тӗнчери стандартсемпе.

Пӗчӗк шкулсен строительстви пирки те асăнса хăварчӗ министр çумӗ. Сăмах ял шкулӗсем пирки. Пӗлтӗр акă Тюлячи районӗнчи Пысăк Тюлязи ялӗнче 15 вырăнлăх шкул туса лартнă. Тӗлӗнмелле те, çав вăхăтрах чăваш ялӗсенче шкула çӳрекен ача сахал пулсан вӗрентӳ учрежденийӗсене хупаççӗ.
Ильшат Гимаев пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра пурӗ 6,7 пин вырăнлăх 11 шкул строительстви пырать. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 4,8 миллиард тенкӗпе танлашать. Çавсен шутӗнче Элкел районӗнчи Тутар Пăрнайӗнчи, Арскри, Ютазари, Çарăмсан районӗнчи Казанка ялӗнчи, Çӳлтӳ район центрӗн, Çырчаллинчи Прибрежный микрорайонти, Хусанти «Салават Купере», «Светлая долина», «Седьмое небо» комплекссенчи шкулсем. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче 11 объект­ран Арскпа Çӳлтӳ районӗсен центрӗсенчи, Çырчаллипе Хусан хулисенчи шкулсем кăна ачасене кӗтсе илме хатӗр пулаççӗ. Ыттисене 2018 çулта хута яма палăртнă. Объектсен строительствишӗн яваплăха республикăн Тӗп инвестиципе строительство управленийӗ хăй çине илнӗ.
«Объектсен строительство программи тӗрлӗрен. ТР Ми­нистр­сен Кабинечӗн йы­шăнă­вӗпе республика бюджечӗн, «Жилище» тӗллевлӗ программăпа федераллă бюджечӗн шучӗпе тăвăнаканнисем пур. Раççей Федерацийӗн Вӗрентӳ министерствин шкулсенче хушма вырăнсем йӗркелес йышăнăвӗпе те ӗç пырать. Ку чухне тăкаксен ытларах пайне хăй çине федераллă бюджет илет», - терӗ Ильшат Гимаев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев