Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

"Пирамидăра" ТР Общество палатин информаци центрӗ ӗçлеме пуçларӗ

Тутарстанра суйлав участокӗсем уçăлнă çӗре Хусанта республикăри Общество палатин информаципе эксперт центрӗ хăйӗн ӗçне пуçларӗ. Пресс-конференцисене ТНВ генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов ертсе пырать, çак каналпа паян Тутарстанри районсемпе хуласенче РФ Президенчӗн суйлавӗ мӗнлерех иртнине курса тăма пулӗ. Пӗрремӗш спикер Общество палатин председателӗ Анатолий Фомин пулчӗ. Вăл журналистсене суйлав кампанийӗ республикăра...

Тутарстанра суйлав участокӗсем уçăлнă çӗре Хусанта республикăри Общество палатин информаципе эксперт центрӗ хăйӗн ӗçне пуçларӗ. Пресс-конференцисене ТНВ генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов ертсе пырать, çак каналпа паян Тутарстанри районсемпе хуласенче РФ Президенчӗн суйлавӗ мӗнлерех иртнине курса тăма пулӗ. Пӗрремӗш спикер Общество палатин председателӗ Анатолий Фомин пулчӗ. Вăл журналистсене суйлав кампанийӗ республикăра вӗçленсе пынине палăртрӗ. Патшалăх суйлав процессне сăнаса тăма (мониторинглама) Общество палатисене яваплани çинчен аса илтерчӗ.ТР Обещество палатин наблюдателӗсем 3000 çынна яхăн республикăри кашни суйлав участокӗнче пур, тесе пӗлтерчӗ Анатолий Фомин. Пирамидăри информаципе эксперт центрӗ дискусси клубне çаврăнӗ паян, унта политика партисен, кандидатсен представителӗсем сăмах калӗç, суйлав процесне хак парӗç. Пурӗ 30 эксперт журналистсемпе тӗл пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев