Пире Президент саламлать
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Татмедиа» АО коллективне компани 10 çул тултарнă ятпа саламларӗ: «Татмедиа» АО коллективне юбилейпе чӗререн саламлатăп! 10 çулта компани çирӗпленчӗ кăна мар, нумай инновацилле проектсене пурнăç парса хăвăртланчӗ те. Вăл паян Раççейри аталанса пыракан чи лайăх медиакомпанисенчен пӗри. Мультимеди технологийӗсеипе ăнăçлăн усă курать, социаллă сетьсенче те сарăлать....
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Татмедиа» АО коллективне компани 10 çул тултарнă ятпа саламларӗ:
«Татмедиа» АО коллективне юбилейпе чӗререн саламлатăп! 10 çулта компани çирӗпленчӗ кăна мар, нумай инновацилле проектсене пурнăç парса хăвăртланчӗ те. Вăл паян Раççейри аталанса пыракан чи лайăх медиакомпанисенчен пӗри. Мультимеди технологийӗсеипе ăнăçлăн усă курать, социаллă сетьсенче те сарăлать. Цифра форматлă телевещани çине куçас енӗпе нумай ӗçлет. Çав вăхăтра Тутарстанри пичет бренчӗсене, вӗсен социаллă юхăмне сыхласа хăварать. Наци, çав шутра ача-пăча кăларăмӗсене пулăшасси, паха журналистика патне туртăнасси - медиакомпанин тӗп приоритечӗсенчен пӗри. Ӗмӗрхи нумай нациллӗ, тӗрлӗ конфессиллӗ туслăхпа паллă Тутарстаншăн ку уйрăмах пӗлтершлӗ. 10 çулхи юбилей çӗнӗ çитӗнӳсем патне ăнтăлас çул çинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ тапхăр пуласса шанатăп. Çак çул çинче пултарулăх шыравӗпе профессионализм шанчăклă спутник пултăр. Уяв ячӗпе!» - тенӗ вăл хăйӗн саламӗнче.
Аса илтеретпӗр, «Татмедиа» акционерлă обществăна РФ МРИ ФНСра регистрациленӗренпе октябрӗн 1-мӗшӗнче 10 çул çитрӗ. Хальхи вăхăтра вăл 98 республика, хула-район хаçатне (çав шутра «Сувара» та), 15 журнала, 17 телевиденипе 11 радиоканала, 87 сайта тата пӗр информаци агентствине пӗрлештерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 июля 2022 - 15:44Аксури Уяв яланхи пекех чаплă иртрӗ Июлӗн 2-мӗшӗнче Аксури тӗп майданра районти Уяв иртрӗ. 10 сехетре пуçланчӗ мероприяти, халăх вара самай маларах пуçтарăнма пуçларӗ праçник иртекен вырăна. Курмалли, паллашмалли кăçал та пайтахчӗ – чăваш йăли-йӗркине, пурнăçне, ӗçне-хӗлне кăтартакан кил-çуртсене хатӗрлес ӗçе районти кашни ял хутлăхӗ хутшăннă.14101
-
5 июля 2022 - 10:22Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра мăкшăсен «Валда Шинясь» уявӗ иртрӗ Çуллахи кун таврăннипе çыхăннă йăласем çутçанталăк тӗнне ӗненнӗ халăхсен кашнин пур (халь христиан, мăсăльман тӗнне ӗненекенсемшӗн ку мăн аслашшӗсене сума суса уяв ирттерни ӗнтӗ). Июнӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртнӗ «Валда шинясь» пирки те çакнах каламалла.12200
-
5 июля 2022 - 09:19Наркăмăш сутакансем çамрăксене тӗллеççӗ Синтетикăлла хутăшсемлӗ наркотиксене çăмăл теççӗ, анчах та ку тӗрӗс мар10400
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.73100
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.92500
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!132700
-
5 июля 2022 - 06:00Уяв лапамне васкаса хӑт кӗртеҫҫӗ Ханасем нумай килнӗрен праҫник пуҫланас вӑхӑта та пӗр сехет маларах куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ытти регионсенчен, Тутарстанри районсенчен килекен хӑнасене Сиктӗрме-Хусанкая маларах ҫитме ыйтатпӑр. Фольклор ушкăнӗсен ирхине 8-чченех çитме тăрăшмалла.30101
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.28400
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.26400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика