Сувар

Пире сивӗ хăратмасть

Çапла каласан та юрать пуль, мӗншӗн тесен Тутарстанра мӗнпур пурăнмалли çурта тата социаллă объекта вăхăтра ăшă панă. Хутса ăшăтмалли сезона пуçланă вăхăтра республикăра нимӗнле пăтăрмахсем те пулманнине каланă ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Алексей Фролов паян Правительство çуртӗнче иртнӗ брифингра. Кăçал хутса ăшăтмалли сезона Тутарстанра сентябрӗн 8-мӗшӗнчен...

Çапла каласан та юрать пуль, мӗншӗн тесен Тутарстанра мӗнпур пурăнмалли çурта тата социаллă объекта вăхăтра ăшă панă. Хутса ăшăтмалли сезона пуçланă вăхăтра республикăра нимӗнле пăтăрмахсем те пулманнине каланă ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Алексей Фролов паян Правительство çуртӗнче иртнӗ брифингра.

Кăçал хутса ăшăтмалли сезона Тутарстанра сентябрӗн 8-мӗшӗнчен тытăнса 25-мӗшӗччен пуçланă. Хатӗрлев ӗçӗсене вара чи малтан Мӗслӗм районӗ вӗçленӗ.

Алексей Фролов пӗлтернӗ тăрăх, хутса ăшăтмалли сезона хатӗрленнӗ май республикăра икӗ программăна хута янă вӗсем. Ку вăл пурăнмалли çурт-йӗр фондне икӗ контурлă котелсем çине тата Уруссу поселокӗнчи социаллă сферăри объектсене харпăр котельнăйсем çине куçарасси. Çаплах Хусанта та харпăр ăшă пункчӗ çине куçарас ӗçе пурнăçланă. Палăртса хăварар, çак ӗçсене пурне те вăхăтра вӗçленӗ. (Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: