Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн автобуссене спутник урлă сăнаççӗ

Тутарстанра çынсене, уйрăмах ачасене, турттарасси çирӗп тимлӗхре. Автобуссем мӗнле çӳренине кунта спутник урлă сăнаса тăраççӗ. ГЛОНАСС+112 системинче 2 пин ытла транспорт регистрациленнӗ. Вӗсенчен 770-шӗ - шкул автобусӗ, 800 яхăнӗ спорт шкулӗсенчен ачасене турттаракан, турмаршрутсемпе çӳрекен автобуссем. Кун çинчен ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министерствин диспетчер центрӗн ертӳçи Айрат Садыков «Татар-информ»...

Тутарстанра çынсене, уйрăмах ачасене, турттарасси çирӗп тимлӗхре. Автобуссем мӗнле çӳренине кунта спутник урлă сăнаса тăраççӗ. ГЛОНАСС+112 системинче 2 пин ытла транспорт регистрациленнӗ. Вӗсенчен 770-шӗ - шкул автобусӗ, 800 яхăнӗ спорт шкулӗсенчен ачасене турттаракан, турмаршрутсемпе çӳрекен автобуссем. Кун çинчен ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министерствин диспетчер центрӗн ертӳçи Айрат Садыков «Татар-информ» ИАра пӗлтернӗ.

Диспетчер центрӗ автобуссене спутник урлă талăкӗпех сăнать. Специалистсем хăвăртлăх режимне, маршрутпа расписание тӗрӗслеççӗ. Енчен те мӗн те пулин пулас пулсан, самантрах экстреннăй службăсене пӗлтереççӗ.

«Кирлӗ-тӗк, водитель хăй те диспетчерпа çыхăнса пулăшу ыйтма пултарать. Паянхи кун эпир 500 ытла автобуса контрольте тытатпăр. Тӗрӗссипе, ку шут пысăкрах, шкул ачисен каникул пулнипе шкул автобусӗсем хальлӗхе гаражсенче лараççӗ», - терӗ вăл.

А. Садыков каланă тăрăх, пирӗн водительсем дисциплинăна пăхăнаканнисем, хăвăртлăх режимне пăсма тăрăшмаççӗ. Кунсăр пуçне диспетчерсем республикăри кăна мар, федераллă метеостанцисен хыпарӗсемпе те усă курса мӗнле çанталăк пулассине пӗлтерсе тăраççӗ. Ку та автобуссене çынсене турттарассинче пулăшать. Ачасен ушкăнне ăçта та пулсан илсе каяс пулсан вара диспетчер центрӗ ГИБДД Управленийӗпе пӗрле автобус ГЛОНАСС+112 системăпа çыхăннине, канăçсăр кнопка мӗнле ӗçленине тӗрӗслеççӗ. Сăмах май, ачасене çӗнӗ (заодран кăларнăранпа 10 çултан иртмен) автобуссемпе кăна турттараççӗ. Кунсăр пуçне кирлӗ документсем те кашнин пур, ку вăл ачасемпе пыракансен списокӗ, водитель çинчен, ачасем ларнă йӗрке çинчен информаци тата страховани килӗшӗвӗ тата ытти те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев