Сувар

Пирӗн чи асли – 108 çулта!

Вăрăм ӗмӗрпе мухтанма пултаракансем пирӗн республикăра сахалăн мар. Паянхи кун тӗлне 100 çултан иртнисем 169-ăнах. Чи асли 108 çулта, арçын Ешӗлвар хулинче пурăнать, чи аслă хӗрарăм вара Хусанта, вăл унран кăшт кăна çамрăкрах, кăçал 107 çул тултарать. Танлаштарма, вăрăм ӗмӗрлӗ çынсем виçӗ çул каялла пурӗ те 80-ăн кăна пулнă. Çапла...

Вăрăм ӗмӗрпе мухтанма пултаракансем пирӗн республикăра сахалăн мар. Паянхи кун тӗлне 100 çултан иртнисем 169-ăнах. Чи асли 108 çулта, арçын Ешӗлвар хулинче пурăнать, чи аслă хӗрарăм вара Хусанта, вăл унран кăшт кăна çамрăкрах, кăçал 107 çул тултарать. Танлаштарма, вăрăм ӗмӗрлӗ çынсем виçӗ çул каялла пурӗ те 80-ăн кăна пулнă. Çапла пӗлтерчӗ ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова октябрӗн 3-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра.

Реклама

Вăрăм ӗмӗрлӗ çынсен кăна мар, пенси çулне çитнисен (55 çултан иртнӗ хӗрарăмсемпе 60 урлă каçнă арçынсем) шучӗ те сисӗнмеллех ӳснӗ иккен. Эльмира Зарипова пӗлтернӗ тăрăх, юлашки 5 çулта 10 процент таранах. Урăхла каласан, 852 пинрен 943 пине çитнӗ.

Сăмах та çук, ӗмӗр вăрăмланни, пурăнаслăх ӳсни лайăх кăтарту. Эппин, япăх пурăнмастпăр. Хамăра упрама пӗлсен, сывă пурнăç йӗркине тытса пырсан Хӗвелтухăçри çӗршывсене хăваласа та çитӗпӗр-и тен? Ватăсене республика сахал мар тимлӗх уйăрать-ха, тӗслӗхрен, пӗччен пурăнакан 17 пин çын социаллă услугăсемпе усă курать. Вӗсенчен кашни виççӗмӗш çын пулăшăва тӳлевсӗр илет.

Эльмира Зарипова тепӗр лайăх хыпар та пӗлтерчӗ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа çак пулăшупа тупăшӗ 9984 тенкӗрен пӗчӗкрех ватăсем те усă кураççӗ. Калăпăр, пӗлтӗр тупăш 9550 тенкӗрен ытла маррисем кăна тивӗçнӗ çак пулăшăва. Çулталăк пуçланнăранпа республика законодательстви тӳлевсӗр социаллă услугăсемпе усă курма тивӗç граждансен категорине тата анлăлатнă. Вӗсем - сахал тупăшлă çынсем, тыл ветеранӗсемпе ытти çăмăллăхсемпе усă куракан ватăсем.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: