Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн эстрадăри чи паллă юрăç Хусанта концерт кăтартӗ

Пирӗн çăлтăрсен мӗнле турткалансан та, çакна йышăнмах тивет - паянхи кун вăл чăваш эстрадинче чи нумай халăх пуçтаракан юрăç. Автобуссемпе районран илсе килтерекенни мар, зал тултарас тесе билетсене çур хакпа сутса та мар, предприятисенчи профкомсенчен йăлăнса та мар. Хăй чапӗпе - вырăсла каласан - популярăçӗпе. Çакна Шупашкарти чи пысăк залра...

Пирӗн çăлтăрсен мӗнле турткалансан та, çакна йышăнмах тивет - паянхи кун вăл чăваш эстрадинче чи нумай халăх пуçтаракан юрăç. Автобуссемпе районран илсе килтерекенни мар, зал тултарас тесе билетсене çур хакпа сутса та мар, предприятисенчи профкомсенчен йăлăнса та мар. Хăй чапӗпе - вырăсла каласан - популярăçӗпе. Çакна Шупашкарти чи пысăк залра уйăхсерен тăвакан, кӳршӗллӗ регионсенче тăтăш ирттерекен концерчӗсем те çирӗплетеçӗ. Эпир хисеплетпӗр хамăрăн юрăçсене, анчах унпа танлашаякан çук хальлӗхе. Çавăнпа унăн халăхра сарăлнă юррисене ялти клубсенче хаваспах юрлаççӗ те. Çак пулăм, паллах, чăваш юрăçисне хăйсен ултарулăхӗ çине урăх енчен пăхма та хистет пулӗ, анчах та ку урăх калаçу.

Тӗрӗссипе каласан, вăл Шупашкарта мар, Хусанта пурăнать. Фарида Файзуллина мартăн 5-мӗшӗнче «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче Тутрастанăн тӗп хулинче пурăнакансене юрă юрласа савăнтарӗ. Концерта ТР ЧНКА Пӗтӗмтӗнчери хӗрарăмсен кунне халалланă. Вăл пуçланиччен кăмăл тăвакансем «Сувар» хаçат çырăнма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев