Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн ӗлӗкренех УТĂФЕСТ

Мăн-мăн асаттесене халь тăратса лартас пулсан, икӗ пӗççе шарт çапсах тӗлӗннӗ пулӗччӗç. Хăйсем çулла кашни çул УТĂФЕСТ ирттернине пӗлмен те вӗт вӗсем. Вăхăт çитсен çависене шакканă та улăх-çарана тухса утнă. Кунта вара çависен шух-шух! сасси таврара хитре кӗвӗ пулса янраса кăна тăнă. Паллах, ку ӗçре пӗр-пӗринпе ăмăртамасăр та пулман, яш-кӗрӗм...

 

Мăн-мăн асаттесене халь тăратса лартас пулсан, икӗ пӗççе шарт çапсах тӗлӗннӗ пулӗччӗç. Хăйсем çулла кашни çул УТĂФЕСТ ирттернине пӗлмен те вӗт вӗсем. Вăхăт çитсен çависене шакканă та улăх-çарана тухса утнă. Кунта вара çависен шух-шух! сасси таврара хитре кӗвӗ пулса янраса кăна тăнă. Паллах, ку ӗçре пӗр-пӗринпе ăмăртамасăр та пулман, яш-кӗрӗм канма та вăхăт тупнă...

Çак атмосферăна кӗрсе ӳкме пирӗн те май пур.Ку шăматкун, июлӗн 29-мӗшӗнче, Заинскра «УТĂФЕСТ» ART-фестиваль иртет. Йӗркелӳçӗсем программа питӗ интереслӗ пуласса шантараççӗ. Курма килекенсене чăн-чăн утăмарафонӗ кӗтет иккен: тӗрлӗ вăйă, мастер-класс... Анчах та тӗп вырăнта - утă çулакансен ăмăртăвӗ.

Фестивале килекенсене пӗрне те выçă та, парнесӗр те ямӗç. Çак тӗллевпе сувенирсем сутассине, хир кухнине йӗркелеççӗ. Ачасем вара вăхăтлăха механизатор, доярка, агроном та пулма пултараççӗ. Программăра тата нумай-нумай интересли, пӗтӗм вăрттăнлăха уçмăпăр. Кăмăл пур-тăк, килсе курăр. Уяв ирхине 11 сехетре пуçланать.Тӳлевсӗр кӗртеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев