Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн пӗчӗк принцессăсем

Республикăра йăлана кӗнӗ çулленхи «Тутарстанăн пӗчӗк принцессисем» ача-пăча ыркӑмӑллӑхпа пултарулăх фестивалӗ пуҫланчӗ. Унӑн тӗллевӗ - ҫутҫанталӑка упрама ырӑ ӗҫсем тăвасси, ватӑ ҫынсемпе ачасене пулӑшасси. Жюри ачасене сӑн-пит енчен мар, пултарулӑхпа социаллӑ проекчӗсене кура хакланине уйрăммăн палăртмалла. Фестивальте ҫӗнтернисенчен пӗчӗк принцессăсен ушкӑнӗ йӗркелленет иккен. Вӗсем вара ҫулталăкӗпех республикӑри социаллӑ мероприятисемпе ыркӑмӑллӑх...

Республикăра йăлана кӗнӗ çулленхи «Тутарстанăн пӗчӗк принцессисем» ача-пăча ыркӑмӑллӑхпа пултарулăх фестивалӗ пуҫланчӗ. Унӑн тӗллевӗ - ҫутҫанталӑка упрама ырӑ ӗҫсем тăвасси, ватӑ ҫынсемпе ачасене пулӑшасси. Жюри ачасене сӑн-пит енчен мар, пултарулӑхпа социаллӑ проекчӗсене кура хакланине уйрăммăн палăртмалла. Фестивальте ҫӗнтернисенчен пӗчӗк принцессăсен ушкӑнӗ йӗркелленет иккен. Вӗсем вара ҫулталăкӗпех республикӑри социаллӑ мероприятисемпе ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнаҫҫӗ.

Паян, май уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «ТАТМЕДИА» информаци-агенствин брифинг-залӗнче иртнӗ пресс-конференцире "Маленькие Принцессы Татарстана" обществăлла организацин президенчӗ Наталья Киселева, 2009 тата 2013 çулсенче «Тутарстанăн пӗчӗк принцесси» титула çӗнсе илнӗ Елизавета Ефремовăпа Эллина Зиновьева журналистсемпе тӗл пулчӗç.

Наталья Киселевӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, кунта ачасене уйăрмалли çук, вӗсем пурте пирӗн пӗчӗк принцессăсем, ҫавна кура фестиваль вӗҫӗнче çӗнтерӳçӗ кăна мар, финала тухнă кашни хӗр пӗрчине коронана корона тăхăнтарасси йăлара. Хальлӗхе фестивалӗн суйлав тапхăрӗ пырать, финал июнь уйăхӗн 4-мӗшӗнче 14:00 сехетре «Корстон» комплексра пуласси паллă.

Яланхи йăлапа кăçал та фестиваль вӗçӗнче ыркăмăллăх акцийӗ иртет. Ал ӗçӗсен куравӗнче пухăннă укçана йывăр лару-тăрури е инвалид-ачасене пулăшма яраççӗ. Пӗлтӗр тӗслӗхрен, вӗсем йывăр лару-тăрури ачасене 20000 тенкӗ пухса панă. Н. Киселева пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем кăçал кама адреслă пулăшу парасси те паллă. Пухăннă укçана çул-йӗр инкекне лексе шар курнă 10-ри Камиллăпа 6-ри Айгуль Нуртдиновасене пулăшма ярӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев