Сувар

Пирӗн суту-илӳ центрӗсене те тӗрӗслеççӗ

Иртнӗ вырсарникун Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче пулнă трагеди хыççăн РФ Генеральнăй прокуратури субъектсенчи прокуратурăсене вырăнти суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнă. Тутарстанра прокуратурăпа МЧС республикăри чи пысăк 50 суту-илӳ центрне тӗрӗслӗç «Суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслессипе çыхăннă документсене Республика Прокуратури ярса парасса кӗтетпӗр. Хăш объектсене палăртаççӗ, çавсене тӗрӗслӗпӗр»,- тенӗ РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн...

Иртнӗ вырсарникун Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче пулнă трагеди хыççăн РФ Генеральнăй прокуратури субъектсенчи прокуратурăсене вырăнти суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнă. Тутарстанра прокуратурăпа МЧС республикăри чи пысăк 50 суту-илӳ центрне тӗрӗслӗç

«Суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслессипе çыхăннă документсене Республика Прокуратури ярса парасса кӗтетпӗр. Хăш объектсене палăртаççӗ, çавсене тӗрӗслӗпӗр»,- тенӗ РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Максим Трущин «Татар-информ» ИАра журналистсемпе тӗл пулсан.

Пысăк суту-илӳ центрӗсене МЧС кашни тăватă çулта тӗрӗслеççӗ. Хусанта кун пек тӗрӗслев 2015 çулта «Адмирал» пасар çуннă хыççăн пулнă. Ун чухне 600 объекта тӗрӗсленӗ, çитменлӗхсене пӗтерме хушнă. «Адмирал» трагедийӗ хыççăн республикăра хăрушсăрлăх çине çирӗп тимлӗх уйăраççӗ пуль тесе шутлатпăр. Пирӗн требованисене вӗсем пăхăннипе-пăхăнманнине тӗрӗслемелли, пăхмалли сăлтав пулӗ ку»,- тенӗ Максим Трущин тӗрӗслевсем çинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: