Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн валюта – сӗтпе аш

РФ Ял хуçалăх министрӗ Александр Ткачев нумай пулмасть Лайăш районӗнче иртнӗ «Хир кунӗ» агропромышленность форум-куравне килсен Тутарстанăн, мӗнпур Атăлçи тăрăхӗн май пур таран нумайрах аш-какайпа сӗт туса илмеллине каланă. Вӗсем чи кирлӗ тата хăвăрт сутăнакан апат-çимӗç. Çавăнпа ют çӗршыва сутса тупăш тума тăрăшмалла. «Аш-какай туса илессипе тунă çитӗнӳсемпе чарăнса тăмалла...

РФ Ял хуçалăх министрӗ Александр Ткачев нумай пулмасть Лайăш районӗнче иртнӗ «Хир кунӗ» агропромышленность форум-куравне килсен Тутарстанăн, мӗнпур Атăлçи тăрăхӗн май пур таран нумайрах аш-какайпа сӗт туса илмеллине каланă. Вӗсем чи кирлӗ тата хăвăрт сутăнакан апат-çимӗç. Çавăнпа ют çӗршыва сутса тупăш тума тăрăшмалла.

«Аш-какай туса илессипе тунă çитӗнӳсемпе чарăнса тăмалла мар, тата ӳстермелле. Ку енӗпе ниепле те чарăнма юрамасть пирӗн, сӗтпе аш-какай чи кирлӗ апат-çимӗç», - тенӗ вăл.

Ун шучӗпе, пирӗн пахча çимӗçпе улма-çырла туса илессине те ӳстермелле. «Пӗлтӗр эпир 160 гектара яхăн çӗнӗ йышши теплицăсем турăмăр. Çапла майпа помидор, ытти пахча çимӗçӗн тухăçлăхне 15 процента ӳстерсе 814 пин тоннăна çитертӗмӗр. Апла пулсан та миллион тоннăна яхăн пахча çимӗçе çавах ютран кӳретпӗр-ха. Хамăрăн климат условийӗсенче те пахча çимӗçпе улма-çырлана нумайрах туса илме пултаратпăр вӗт»,- тенӗ вăл.

Сӗт сăвасси вара халӗ те Раççейре чи юхăннă, чи йывăр отрасль пулнине асăннă министр. Çавăнпа сӗт производствине малашне те патшалăх пулăшăвӗ пулассине каланă. Эх, ку пулăшу пӗр 20-25 çул каяллаччӗ пире. Ун чух ялсенче паянхи пек ӗне-выльăх шучӗ те чакман пулӗччӗ. Ӗçе тивӗçлипе хакламаннине кура ял халăхӗ ӗне усрама пăрахрӗ-çке. Ӗлӗкхи пек килӗрен, çав шутра пӗччен çынсем те, ӗне тытнине курайăпăр-ши хăçан та пулсан? Калама хӗн. Хальлӗхе çулран çул ялсенче ӗне-выльăх шучӗ чакнине, ял халăхӗ наянланса пынине кăна сăнатпăр. Ялта ача-пăчаллă çамрăк çемье те ӗне усрасшăн пулманнине мӗнле ăнлантарăн тата? Сӗт вара куллен кирлӗ, унсăр май çук. Çавăнпа шанăç фермер хуçалăхӗсемпе пысăк хуçалăхсем çине кăна юлать.

Министр сăмахӗсем тăрăх, юлашки виçӗ çулта Раççее ют çӗршывран апат кӳресси 18 миллиард доллара чакнă. «Унччен пӗтӗмпе 43 миллиард доллар пулнă. Калама кăна вӗт, пирӗн çӗршыв çинче ют çӗршывсем мӗн чухлӗ укçа ӗçлесе илнӗ. Хальхи вăхăтра ютран 25 миллиард тенкӗлӗх апат-çимӗç, ытларах цитрус çимӗçӗсем тата пирӗн патра ӳсмен ытти çимӗçсем кӳретпӗр. Хамăр вара 17 миллиард долларлăх ют çӗршыва апат-çимӗç сутатпăр. Çитес çул ку кăтарту 18 миллиардпа танлашасса шанатăп. Танлаштарма, 7 çул каялла эпир пурӗ те 7 миллиард долларлăх кăна ют çӗршыва апат-çимӗç сутнă»,- тенӗ А.Ткачев.

Хамăрăн пулăхлă çӗр çителӗклӗ чухне ютран миллиард-миллиард долларлăх апат-çимӗç туянни чăнах та пуçа шăнăçмасть. Кун пекки Раççейре вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче те пулман вӗт, калама çук йывăр пулсан та хамăра хамăр тăрантарнă. Халӗ вара ют çӗршыв куçӗнчен пăхатпăр. Юрать-ха, санкцисем кăштах тăна кӗртрӗç, хамăрăн производителе кăшт алă çавăрса яма май пачӗç. Рынокра вырăн йышăнма пулăшрӗç. Малашне те хамăрăн çӗр ӗçченне çул парсанччӗ те вӗт. Шел, кăна никам та шантарса калаймасть, мӗншӗн тесен пирӗн çӗршыв чиновникӗсен харпăр кӗсьешӗн тăрăшса халăх çине сурасси йăлара.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев