Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗннисем тармаççӗ

2016 çулта кӗркуннехи призывра Раççей çарне 152 пин каччă тăнă, çапла пӗлтернӗ иртнӗ эрнере Раççей Çарӗн Генштабӗпе иртнӗ видеоконференцçыхăнура. Тутарстан тата Раççейӗн тепӗр темиçе регионӗ призыв кампанине пуринчен лайăхрах йӗркелесе ирттернине палăртнă. Раççей Çарӗн Генштабӗн йӗркелӳпе мобилизаци тӗп управленийӗн пуçлăхӗ В.Тошканкуров генерал-полковник кăçалхи призывниксен пӗлӳ шайӗ пысăккине хавхаланса пӗлтернӗ. Ытти...

 

2016 çулта кӗркуннехи призывра Раççей çарне 152 пин каччă тăнă, çапла пӗлтернӗ иртнӗ эрнере Раççей Çарӗн Генштабӗпе иртнӗ видеоконференцçыхăнура. Тутарстан тата Раççейӗн тепӗр темиçе регионӗ призыв кампанине пуринчен лайăхрах йӗркелесе ирттернине палăртнă.

Раççей Çарӗн Генштабӗн йӗркелӳпе мобилизаци тӗп управленийӗн пуçлăхӗ В.Тошканкуров генерал-полковник кăçалхи призывниксен пӗлӳ шайӗ пысăккине хавхаланса пӗлтернӗ. Ытти çулсенче салтак атти тăхăнакансенчен 3 проценчӗ кăна аслă пӗлӳллӗ пулнă пулсан, халӗ 19 процент таранах иккен. Ку енӗпе те Тутарстан палăрать-мӗн, кӗрхи призывниксенчен 26,5 проценчӗ аслă шкул, 50 ытла проценчӗ ятарлă вăтам пӗлӳ учрежденине, ыттисем вăтам шкул пӗтернӗ. Сăмах май, октябрь-декабрь уйăхӗсенче пирӗн республикăран пурӗ 4 пин ытла çамрăк çар ретне тăнă. Салтака каяссинчен пăрăнакансем çукпа пӗрех пирӗн. Çавăнпа та В.Тошканкуров генерал-полковник Тутарстана студентсене салтак ретне мӗнле хатӗрленин опычӗпе паллаштарма ыйтнă.

Республика ку енӗпе чăнах та тӗллевлӗ ӗçлет. Çакна аслă шкулсен ректорӗсем - районсенчи, К(П) ФУ ректорӗ И. Гафуров республикăри призыв комиссийӗсенче тăни, кашни университетпа институтра çар комиссариатӗнчен килнӗ куратор пурри те çирӗплетет. Шăпах кураторсем çара каймалли, хӗсмет иртмелли йӗркепе паллаштарассине хăйсем çине илнӗ те. Вӗрентӳ корпусӗсенче «Призывниксен кӗтесӗсем» пурри те, студентсене комисси тухма чӗнекен повесткăна деканатрах пани те лайăх йăла, çамрăксене çар ретне кайма хавхалантармалли хушма мел ку. Студентсен сывлăхне студентсен поликлиникисенче тӗрӗслесе тăраççӗ. Кунсăр пуçне сывă пурнăç йӗркине тытса пырасси модăна кӗнине кура нумай студент спортпа та туслă. Вăрçă ветеранӗсемпе, вӗренӳ учрежденийӗнчен маларах вӗренсе тухса çарта пулнисемпе, урăхла каласан салтак пăттине сăмах тăрăх мар, хăйсем тутанса пăхнисемпе, йӗркеленӗ тӗлпулусенче куçа-куçăн калаçса çар йӗркипе паллашни те çамрăк каччăсене çар ретне моральлӗ хатӗрленме пулăшать. Шăпах çавна пулах пуль тутарстансенчен чылайăшӗ контрактпа çартах юлать.

Çартан килсен те республика кун пек çамрăксене пулăшма тăрăшать, «КамАЗ», Оргсинтез, Нижнекамскнефтехим, Хусанти авиаци завочӗ пек пысăк предприятисем ӗнерхи салтаксене хапăлласах ӗçе илет. Пӗр сăмахпа каласан, пирӗн каччăсене салтак пурнăçӗ хăратмасть, çавăнпа повестка илсен тарса çӳресси те йăлара мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев