Сувар

Пирус тӗпне ан пăрах

Раççей гражданӗсен ӳлӗмрен поездсемпе машина чӳречисенчен пирус тӗпне ывăтма юрамасть. Çакă пушара хирӗç режимӗн правилисене улшăнусем кӗртнипе çыхăннă. Ятарлă постановление нумай пулмасть РФ Правительство Председателӗ Дмитрий Медведев алă пуснă. Документа РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне вырнаçтарнă. Документра сăмах автомобиль çулӗсем çывăхӗнчи чугун çул зонисемпе участокӗсене вут-кăвартан сыхласси çинчен. «Чугун çул составӗ...

Раççей гражданӗсен ӳлӗмрен поездсемпе машина чӳречисенчен пирус тӗпне ывăтма юрамасть. Çакă пушара хирӗç режимӗн правилисене улшăнусем кӗртнипе çыхăннă. Ятарлă постановление нумай пулмасть РФ Правительство Председателӗ Дмитрий Медведев алă пуснă. Документа РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне вырнаçтарнă.

Документра сăмах автомобиль çулӗсем çывăхӗнчи чугун çул зонисемпе участокӗсене вут-кăвартан сыхласси çинчен.

«Чугун çул составӗ тата автомобиль транспорчӗ çӳресе пынă вăхăтра çулсене сыхлакан йăрăмсемпе зонăсене тата чугун çулпа автомобиль çулӗсен участокӗсене вӗри шлак, кăмрăк, кӗл тата пирус тӗпӗпе шăрпăк пăрахма юрамасть»,- тенӗ унта.

Кунсăр пуçне тыр-пул пухса кӗртекенсемпе выльăх апачӗ хатӗрлекенсен те малашне ятарласа уйăрнă вырăнта кăна пирус туртма тивет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: