Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирвайхипе – коляска!

Пӗрремӗш ачашăн парăнакан пособие илмешкӗн республикăра чи малтан Балтаси районӗнчи Сизнер ялӗнче пурăнакан Юлияпа Вячеслав Тарасовсем документсем тăратнине хыпарлать «Татар-Информ» ИА. 22 çулти Юлия январӗн 4-мӗшӗнче хӗр ача çуратнă иккен, 9-мӗшӗнче больницăран тухнă. Кирлӗ документсене мăшăр пӗр талăкрах пуçтарса ӗлкӗрнӗ те паян районти социаллă хӳтлӗх уйрăмне килнӗ. Пӗчӗк хӗрӗ çулталăк...

Пӗрремӗш ачашăн парăнакан пособие илмешкӗн республикăра чи малтан Балтаси районӗнчи Сизнер ялӗнче пурăнакан Юлияпа Вячеслав Тарасовсем документсем тăратнине хыпарлать «Татар-Информ» ИА. 22 çулти Юлия январӗн 4-мӗшӗнче хӗр ача çуратнă иккен, 9-мӗшӗнче больницăран тухнă. Кирлӗ документсене мăшăр пӗр талăкрах пуçтарса ӗлкӗрнӗ те паян районти социаллă хӳтлӗх уйрăмне килнӗ.

Пӗчӗк хӗрӗ çулталăк çурă тултариччен Тарасовсен çемйи уйăхсерен 8490 тенкӗ илсе тăрӗ. Паллах, сахал тупăшлă çемьешӗн ку лайăх пулăшу. Юлия хăй анне пуличчен карçынккапа креслосем çыхнă, мăшăрӗ тӗрлӗ ӗçре ӗçлекен. Чăн та, вӗсем килте выльăх та усраççӗ -ха.

«Ку пособи пирӗншӗн кăмăллă кӗтменлӗх. Ун çинчен илтсенех питӗ савăнтăм. Пособие ача çине кăна тăкаклăпăр. Пирвайхипе акă, коляска туянăпăр»,- савăнса пӗлтернӗ Юля.

Çӗнӗ пособие илмешкӗн документсене республикăра пӗрремӗш тăратнă ятпа саламлама Тарасовсене район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Рамиль Шакиров та килнӗ.

Аса илтеретпӗр, сахал тупăшлă çемьесене 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çуралнă е усрава илнӗ пӗрремӗш ачашăн парăнакан пособие ача çуралнă пӗрремӗш кунранах палăртаççӗ. Кун валли ачан амăшӗ паспортпа, ача çуралнине ӗнентерекен свидетельствăпа тата çемье тупăшӗ çинчен справкăпа вырăнти социаллă хӳтлӗх уйрăмне килмелле. Тӗп услови: ача амăшӗ Раççей гражданинӗ пулмалла, çӗршывра пурăнмалла.

Сăмах май, пӗрремӗш ачашăн парăнакан пособин виçи Тутарстанра 2018 çулта 8490 тенкӗ пулать, 2017 çулхи II кварталта палăртнă тăрăх, ачасем валли пурăнмалли минимум республикăра шăпах çавăн чухлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев