Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӳлме тулать... çумăр çумасан

Республика уй-хирӗсенче кăçал тырпул питӗ ăнса пулнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов паян районсемпе иртнӗ видеоконференцире каланă. Çӗр ӗçченӗсемпе вăл тырçи тактикине сӳтсе явнă. - Республика уй-хирӗсенчи тухăç потенциалӗ çав тери пысăк. Анчах та чи хӗрӳ тырçи уйăхӗнче - августра хамăра мӗнле тыткаланинчен нумай килет, - тенӗ...

Республика уй-хирӗсенче кăçал тырпул питӗ ăнса пулнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов паян районсемпе иртнӗ видеоконференцире каланă. Çӗр ӗçченӗсемпе вăл тырçи тактикине сӳтсе явнă.

- Республика уй-хирӗсенчи тухăç потенциалӗ çав тери пысăк. Анчах та чи хӗрӳ тырçи уйăхӗнче - августра хамăра мӗнле тыткаланинчен нумай килет, - тенӗ вăл.

Министр сăмахӗсем тăрăх, республикăри хăш-пӗр районсем тырçие тухнă. Вӗсем хальхи вăхăтра кӗрхи урпапа тулла тата кӗрхи рыжика (çулă культура) выраççӗ.

- Паянхи кун тӗлне 1,3 пин гектарти 6 пин тоннăна яхăн тухăçа пухса кӗртме ӗлкӗрнӗ. Кăçалхи тухăç япăх мар, пӗр гектартан вăтамран 44,3 центнер.

Сăмах май, республикăра тырçие чи малтан Заинск, Аксу, Нурлат, Элкел, Азнакай районӗсем тухнă. Çак кунсенче Атăл ку енчи районсем те çак пысăк ӗçе пуçăнӗç.

- Тырçи кăçал çăмăл пулмасть. Мӗншӗн тесен ку кампание ытти çулсенчи пек июль уйăхӗн çурринче мар, августăн пӗрремӗш декадинче тухрăмăр. Икӗ эрнене кая юлтăмăр. Кун тăршшӗ пӗр сехете кӗскелни те хирти ӗçсем çине витӗм памасть мар,- тенӗ вăл.

Министр палăртнă тăрăх, чи пысăк йывăрлăх кăçал комбайнсем çине тиенет. Çитменнине юлашки çулсенче техника паркӗсем те питех çӗнелмен. Пӗр комбайн пуçне 472 гектар тивни вăл вăтам кăтарту кăна-ха. Пирӗн пӗр комбайн пуçне 700-800-шер гектар тивекен хуçалăхсем те пур-мӗн. Çавна кура тырçин пӗр пайӗ сентябре куçасси куçкӗрет. Ку вара лару-тăрăва тата йывăрлатать. Йӗпе-сапа çанталăк тăнине кура, тырă типсе ӗлкӗреймест, çавăнпа вăл йывăртарах. Ку та комбайнсен ӗçне чăрмантарасси паллă. Элеваторсен те кăçал тырра ытти çулсенчинчен нумайрах типӗтме тивет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев