Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан

Тутарстанри Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствинче республикăри выльăх-чӗрлӗх отраслӗ юлашки 10 уйăхра мӗнлерех ӗçленине пăхса тухрӗç. Районсенчи ял хуçалăх управленийӗсен специалисчӗсем, племпредприятисен ертӳçисем хутшăннă канашлăва ял хуçалăх министрӗн выльăх-чӗрлӗх енӗпе ӗçлекен çумӗ Н.Хазипов ертсе пычӗ. Выльăх тытас ӗçре кăткăслăхсем нумай, çӗнӗлӗхсем те пурнăçа кӗрсе пыраççӗ. Отрасль вырăнта тăмасть. Ӗнесене апатлантарнă çӗрте...

Тутарстанри Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствинче республикăри выльăх-чӗрлӗх отраслӗ юлашки 10 уйăхра мӗнлерех ӗçленине пăхса тухрӗç. Районсенчи ял хуçалăх управленийӗсен специалисчӗсем, племпредприятисен ертӳçисем хутшăннă канашлăва ял хуçалăх министрӗн выльăх-чӗрлӗх енӗпе ӗçлекен çумӗ Н.Хазипов ертсе пычӗ.
Выльăх тытас ӗçре кăткăслăхсем нумай, çӗнӗлӗхсем те пурнăçа кӗрсе пыраççӗ. Отрасль вырăнта тăмасть. Ӗнесене апатлантарнă çӗрте белокпа витамин хушăмӗсемпе усă курасси çинчен, ял-хуçалăх отраслӗнче ӗçлекенсен пурнăçӗпе сывлăхне страхласси çинчен калаçрӗç пухăннисем.
Н.Хазипов сăмахӗсемпе, вы­ль­ăх-чӗрлӗх отраслӗнче произ­вод­ство кăтартăвӗсем лайăх. Рес­публикăра мăйракаллă шултра выльăх шучӗ 746,7 пуç хисепленет, çав шутра ӗнесен шучӗ - 248 пин пуç. Вӗсенчен 1020,9 пин тонна сӗт суса илнӗ. Çак кăтарту пӗлтӗрхипе танлаштарсан 103 процента çитнӗ. Какай туса илесси те пӗлтӗрхипе танлаштарсан 104 процента çитнӗ, ку вăл 308,9 пин тонна чухлӗ пулать, çав шутран 78,4 пин тонни ӗне ашӗ. Кăçалхи 10 уйăхра Тутарстанри хуçалăхсенче 232 пин ытла пăру çуралнă.
Ял хуçалăх министрӗн çумӗ каланă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăх шучӗ кăçал Кукмор, Ешӗлвар, Балтаси, Заинск, Актаныш, Мензеле, Менделеевски, Атня, Мамадыш районӗсенче ӳснӗ. Элкел, Чистай, Алексеевски, Пăва, Елабуга, Павлă, Пӗтреç, Çарăмсан, Çӳлту, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче ӗне-пăру шучӗ чакнă.
Çак вăхăтра Кукмор, Атня, Саба, Балтаси, Аксу, Азнакай, Çӗпрел районӗсенче сӗт суса илесси самай ӳснӗ. Элмет, Камско-Устьински, Мамадыш, Чистай, Тюлячи, Пăва, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче çак кăтартусем чакнă.
Ӗнесен продуктивлăхӗ пирки те каларӗ Н.Хазипов. «Паянхи кун сӗт туянмалли вăтам хак - килограм­шăн 25,58 тенкӗ, анчах уйрăм районсенче вунă уйăхри реализацин вăтам хакӗсем 18 тенкӗрен пуçласа 23 тенке çеç çитеççӗ», - терӗ министр çумӗ. Ял хуçалăх управленийӗсен ӗçченӗсене вăл хуçалăхсенче пур резервсене тӗплӗн тӗпчесе тӗрӗс усă курма сӗнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев