Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗлӗвне тӗрӗслес тесен диктант çыр

(Вера Александрова) Ноябрӗн 3-мӗшӗнче, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, Раççейӗн 85 регионӗнче тата СНГ çӗршывӗсенче - Азербайджанра, Арменире, Белоруссире, Казахстанра, Кăркăсстанра, Молдовăра, Таджикистанра, Туркменистанра, Узбекистанра, çавăн пекех Абхазипе Кăнтăр Осетире «Этнографилле пысăк диктант» иртет. «Кăçал мероприяти халăхсен хушшинчи статуса илнӗ. Пӗлтӗр ăна Турципе Швейцарире кăна çырнă пулсан, кăçал ытти ют çӗршывсенче...

(Вера Александрова) Ноябрӗн 3-мӗшӗнче, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, Раççейӗн 85 регионӗнче тата СНГ çӗршывӗсенче - Азербайджанра, Арменире, Белоруссире, Казахстанра, Кăркăсстанра, Молдовăра, Таджикистанра, Туркменистанра, Узбекистанра, çавăн пекех Абхазипе Кăнтăр Осетире «Этнографилле пысăк диктант» иртет.

«Кăçал мероприяти халăхсен хушшинчи статуса илнӗ. Пӗлтӗр ăна Турципе Швейцарире кăна çырнă пулсан, кăçал ытти ют çӗршывсенче пурăнакан хамăрăн культурăпа, историпе, йăла-йӗркепе интересленекен йăхташăмăрсене акцие хутшăнма йыхравларăмăр», - пӗлтерчӗ кун пирки Национальноçсен ӗçӗсен енӗпе федераллă агентствăн ертӳçи Игорь Баринов.

Диктант çырма камăн кăмăл пур, пурте пултараççӗ. Регионти ятарлă площадкăна çеç çакăн пирки пӗлтермелле. Вӗсен адресӗсене www.miretno.ru сайтра, социаллă сетьсенчи «Большой этнографический диктант» ушкăнсенче тупма пулать. Акцие декабрӗн 12-мӗшне - Раççей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ тӗлне пӗтӗмлетеççӗ.

Ноябрӗн 3-мӗшӗнче Раççейре тата ют çӗршывсенче пурӗ 1500 площадкăра диктант çырӗç. Пуринчен ытларах Удмуртипе (210) Красноярск крайӗнче (137) диктант çырмалли площадкăсем уçăлӗç.

Диктантăн заданийӗсем 30 ыйтуран тăраççӗ. Унта хутшăнакансене кăткăслăх тӗлӗшпе пӗр пек тестсем валеçсе параççӗ, вӗсем вара икӗ пайран тăраççӗ: федераллă тата регион шайӗнчисем. Пӗтӗм задание пурнăçласан 100 балл пухма пулать.

Пӗр-пӗр сăлтава пула регионти площадкăра диктант çырайманнисен çӳлерех асăннă сайтра онлайн-тестировани иртме май пур.

Сăмах май, 2016 çулта Этнографилле пысăк диктанта 90 пине яхăн çырнăччӗ: 35 пин ытла çын куçăн майпа тата 50 пин ытла çын онлайн. Диктант çыракансенчен чи çамрăкки Ульяновск облаçӗнче пурăнакан 12-ри хӗрачаччӗ, чи асли - Мордовире пурăнакан 80-ри мучи. Çӗршывӗпе илсен диктантшăн вăтам хаклав - 54 балл пулнă. Тутарстан Республики пӗлтӗр Раççейӗпе илсен чи лайăх результат кăтартрӗ - 81,3 балл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев