Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Президент архиерейсемпе тӗл пулчӗ

(Майя Игнатьева). Ӗнер Тутарстан Президенчӗ Р.Минниханов Вырăс Православи Чиркӗвӗн Тутарстан митрополийӗн архиерейӗсемпе тӗл пулчӗ. Мероприятие Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, Чистай тата Анат Кама епископӗ Пармен, Элмет тата Пӗкӗлме епископӗ Мефодий тата ыттисем хутшăнчӗç. Иртнӗ Раштав уявӗпе саламланă май, Рустам Минниханов пухăннисене регионта килӗшӳлӗхпе миршӗн тăрăшнишӗн тав турӗ, виçӗ епархие...

(Майя Игнатьева). Ӗнер Тутарстан Президенчӗ Р.Минниханов Вырăс Православи Чиркӗвӗн Тутарстан митрополийӗн архиерейӗсемпе тӗл пулчӗ. Мероприятие Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, Чистай тата Анат Кама епископӗ Пармен, Элмет тата Пӗкӗлме епископӗ Мефодий тата ыттисем хутшăнчӗç.

Иртнӗ Раштав уявӗпе саламланă май, Рустам Минниханов пухăннисене регионта килӗшӳлӗхпе миршӗн тăрăшнишӗн тав турӗ, виçӗ епархие «Лада Ларгус» автомобиль уççине парнелерӗ. Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан хăй енчен Президента чиркӳ çыннисемпе тӗл пулса çивӗч те актуаллă ыйтусене сӳтсе явма май пулнишӗн тав турӗ. «Паян обществăра чи кирли - тăнăçлăх, килӗшӳлӗхпе пӗрлӗх, толерантлăхпа пӗр-пӗрпе ăнланни. Эпир пурте çак енӗпе ӗçлетпӗр, - терӗ митрополит Феофан.

Кунсăр пуçне архиерейсем Президента палăртнă планӗсемпе, социаллă ӗç, вӗрентӳпе культура енӗпе перспективлă проекчӗсемпе паллаштарчӗç. Нумай пулмасть иртнӗ III Тутарстанри общественноçăн православи форумӗнче хускатнă ыйтусем çинче те чарăнса тăчӗç. (М.Фролов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев