Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пулас Олимп чемпионӗ!

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусан фигурисчӗ Адель Набиуллин «Ростелекомăн» «Дети на льду. Звезды» ТВ-шоура призерсен шутне кӗнӗ. Тăхăр çулти Адель федераллă шайри пăр шоувӗнче виççӗмӗш вырăн йышăннă. Çамрăк спортсмен ытти çӗнтерӳçӗсемпе пӗрле эрешлесе ярăнассипе вӗренме «Ростелекомран» грант илме тивӗçнӗ. «Дети на льду. Звезды» чи çамрăк фигуристсем валли йӗркеленӗ конкурс пулсан...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусан фигурисчӗ Адель Набиуллин «Ростелекомăн» «Дети на льду. Звезды» ТВ-шоура призерсен шутне кӗнӗ. Тăхăр çулти Адель федераллă шайри пăр шоувӗнче виççӗмӗш вырăн йышăннă. Çамрăк спортсмен ытти çӗнтерӳçӗсемпе пӗрле эрешлесе ярăнассипе вӗренме «Ростелекомран» грант илме тивӗçнӗ.

«Дети на льду. Звезды» чи çамрăк фигуристсем валли йӗркеленӗ конкурс пулсан та жюри вӗсенчен çирӗп ыйтнă. Жюри председателӗнче Татьяна Тарасова хăй пулнă-тăк, урăхла пулма пултараймасть. Унсăр пуçне ачасен пултарулăхне Илья Авербухпа Максим Траньков хакланă.

Конкурс икӗ уйăха тăсăлнă, сентябрь уйăхӗнчен пуçласа октябрь вӗçлениччен. Хусан ачи Адель унтан çӗнтерӳпе таврăнни, паллах, пысăк çитӗнӳ. Вăхăта сая ямасăр унпа журналистсем тӗл пулчӗç. Пресс-конференцие ТР Конькипе эрешлесе ярăнассипе федераци ертӳçи Евгений Безменов, унăн тренерӗ Эльвира Сельскова, амăшӗ Диляра Набиуллина хутшăнчӗç.

Эльвира Сельскова шучӗпе, Адель пӗрремӗш вырăна та йышăнма пултаратчӗ, анчах тӗп конкурсра иккӗлле аксель тунă чухне ӳкнипе балсен шутне чакарнă. Ачан çирӗп характерне те палăртса хăварчӗ Эльвира Сельскова.

- Аделе ӳкес мӗн тăвас пулсан пит хавхалантарма та кирлӗ мар. Чунӗпе вăл чăн-чăн спортсмен. Такăннă хыççăн вăйлăрах та ярăнма пуçларӗ. Киле таврăннă хыççăн мана тунă йăнăшпа çине-çине ӗçлеме ыйтать, - терӗ кулса тренер.

- Эмоцисем хыççăн кайсан, ярăнаймастăн, çавăнпа ӳкрӗн пулсан, пур вăйпа малалла кӗрешмелле, тата та тасарах ярăнма тăрăшмалла. Хама Раççейӗн чи паллă фигурисчӗсемпе тренерсем хакланине тӗрӗс тесе йышăнатăп. Татьяна Тарасова ялан тӗрӗсне калать, - терӗ Адель хăй шухăшӗсемпе паллаштарса.

Ывăлӗн çӗнтерӗвӗпе савăннине амăшӗ пытармарӗ, Адель хăçан та пулин Олимп пьедесталӗ çине те хăпарасса ӗмӗтленет вăл.

Евгений Безменов Тутарстанра эрешлесе ярăнассин аталанăвӗпе, спортсменсен çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ, республикăри хăш-пӗр районта тренерсем çитменнине палăртрӗ. Ун сăмахӗсемпе, ку вӗсене кирлӗ условисемпе тивӗçтерменнинчен килет.

- Нумай шантараççӗ, анчах пурнăçламаççӗ, - терӗ федераци ертӳçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев