Сувар

Пулăшу тата хăвăртрах çитет

Инкеке лекнӗ çын малашне «112» телефонпа шăнкăравласа пулăшу ыйтсан, ун патне çăлавçăсем тата хăвăртрах çитӗç, мӗншӗн тесен диспетчерсем хальччен пулăшу ăçта кирлине шăнкăравлаканăн сăмахӗсем тăрăх кăна пӗлнӗ пулсан, малалла абонент вырăнне система хăйех палăртать. ТР Информатизаципе çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, асăннă система çак кунсенче хута кайнă, чăн та, хальлӗхе...

 

Инкеке лекнӗ çын малашне «112» телефонпа шăнкăравласа пулăшу ыйтсан, ун патне çăлавçăсем тата хăвăртрах çитӗç, мӗншӗн тесен диспетчерсем хальччен пулăшу ăçта кирлине шăнкăравлаканăн сăмахӗсем тăрăх кăна пӗлнӗ пулсан, малалла абонент вырăнне система хăйех палăртать.

ТР Информатизаципе çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, асăннă система çак кунсенче хута кайнă, чăн та, хальлӗхе тест режимӗпе кăна-ха. Йăлтах йӗркеллӗ пулсан, çитес вăхăтра вăл туллин ӗçлеме тытăнать.

Координат тăрăх абонент ăçта пулнине икӗ çыхăну операторӗ АО «ЭР-Телеком Холдинг» («Дом.ру») тата ПАО «МТС» информаци парать. Ытти çыхăну операторӗсем те çак системăна хушăнма майсем шыраççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: