Сувар

Пурăнма кӗтес пурри – телей

Пурăнма хăвăн кӗтесӗ пурри вăл пысăк телей. Атте-анне, тăвансен пулăшăвӗсӗр çак ӗмӗт сайра камăн пурнăçланаять. Енчен те çӗр çинче хăр-тăлăх пулсан? Темӗн пысăкăш Раççейре вăрçă кӗрлесе лăпланнăранпа самай вăхăт иртсен те ача çурчӗсем пушă тăмаççӗ. Паллах, хăр-тăлăхăн ипотека çинчен ӗмӗтленмелли çук, илеймест вăл ăна. Юрать-ха, патшалăх пăрахмасть. Пирӗн республикăра та...

Пурăнма хăвăн кӗтесӗ пурри вăл пысăк телей. Атте-анне, тăвансен пулăшăвӗсӗр çак ӗмӗт сайра камăн пурнăçланаять. Енчен те çӗр çинче хăр-тăлăх пулсан? Темӗн пысăкăш Раççейре вăрçă кӗрлесе лăпланнăранпа самай вăхăт иртсен те ача çурчӗсем пушă тăмаççӗ. Паллах, хăр-тăлăхăн ипотека çинчен ӗмӗтленмелли çук, илеймест вăл ăна. Юрать-ха, патшалăх пăрахмасть. Пирӗн республикăра та акă 2007-2012 çулсенче 731 тăлăха пурăнмалли çурт-йӗр сертификатне панă пулсан, юлашки тăватă çулта тата 1521-шне хваттерлӗ тунă.

Кăçал та ку ӗç малаллах тăсăлӗ, республикăри 209 тăлăха пурăнмалли çурт-йӗрпе тивӗçтересси планра. Çак тӗллевпе федераллă тата республика бюджетӗнчен 355 миллион та 286 пин тенкӗ укçа уйăрнă. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр республикăра 305 тăлăха хваттерпе тивӗçтернӗ.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: