Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Пурçăн çул» Хусана ыран çитет

Тутарстансен тӗнчипе паллă автогонщиксене кăна мар, вӗсем хăвăртлăх участокне мӗнле тухнине те хамăр куçпа курма май пур. Мӗншӗн тесен халăхсем хушшинчи 7-мӗш ралли-марафон республика территорийӗ урлă каять. Сăмах май, вăл ӗнер Мускавра Хӗрлӗ тӳремре старта тухрӗ. Финиш июлӗн 22-мӗшӗнче Китайри Сиань хулинче пулмалла. 90 экипажран тăракан автокараван Раççей-Казахстан-Китай çӗршывӗсем урлă...

Тутарстансен тӗнчипе паллă автогонщиксене кăна мар, вӗсем хăвăртлăх участокне мӗнле тухнине те хамăр куçпа курма май пур. Мӗншӗн тесен халăхсем хушшинчи 7-мӗш ралли-марафон республика территорийӗ урлă каять. Сăмах май, вăл ӗнер Мускавра Хӗрлӗ тӳремре старта тухрӗ. Финиш июлӗн 22-мӗшӗнче Китайри Сиань хулинче пулмалла. 90 экипажран тăракан автокараван Раççей-Казахстан-Китай çӗршывӗсем урлă пӗтӗмпе 9599 километр иртет.

Хусана гонщиксем ыран ирхине 8.30 минутра çитеççӗ те хулан тӗп урамӗсемпе иртсе Пӗтреç районӗнчи Шали поселокне (М-7 федераллă трассăн 581-мӗш километрӗ) каяççӗ. Шăпах кунта вӗсем пӗрремӗш хăвăртлăх участокне (Лайăш, Рыбнослободски, Тюлячи, Мамадыш районӗсем тăрăх 157 километр) иртеççӗ. Малалла Урал тăвӗсем еннелле Елабуга, Çырчалли, Мензелинск урлă каяççӗ.

Тутарстансемпе вӗсен хăнисем валли маршрутăн ятарлă вырăнӗсенче «куракансен зонисене» йӗркелеççӗ. Шăп çавсенчен автоспорт фаначӗсем ралли трассăна мӗнле иртнине курма пултараççӗ. Шали поселокне кайма халăх валли тӳлевсӗр автобуссем йӗркелеççӗ. Вӗсем Ярмарка тӳремӗнчен ирхине 7 сехетре, «Хӗвелтухăç» автовокзалтан 8 сехетрен пуçласа кашни çур сехетрен çӳреççӗ. Хусантан юлашки рейс çак кун Шали поселокне 13 сехетре каять.

Ралли экипажӗн старчӗсӗр пуçне Тутарстан автомотоспорчӗн федерацийӗ йӗркелекен джип, багги тата квадрациклсен ăмăртăвӗсене те курма пулать. Кунсăр пуçне автораритетсен куравне, вырăнти производительсен таварӗсемпе апат-çимӗçӗн ярмарккине йӗркелеççӗ. Баггипе, квадрациклпа тата сывлăш шарӗсемпе ярăнтараççӗ. Ăмăртăва кунӗпех пысăк экрансем çинче кăтартаççӗ. Каçхине 16 сехетчен концерт та пулать. Ятарлă фотозонăра вара Камаз мастер командин машинисен умӗнче асăнмалăх сăн та ӳкереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев