Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Пурçăн çул» ралли Тутарстан урлă иртет

«Пурçăн çул-2017» раллин халăхсем хушшинчи тапхăрӗн автогонщикӗсем Хусана июлӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар урлă ирхине 8:30 сехетре çитеççӗ те хула тăрăх, çав шутра Хусан 1000-çуллăхӗн тӳремӗ (кунта арка лартаççӗ), Сылтăм Булак, Космонавтсен тата ытти урамсемпе иртсе Шали поселокне каяççӗ. Кунта 157 çухрăмран тăракан ятарлă участока старта тухаççӗ. Çапла вара ралли Пӗтреç, Тюлячи,...

«Пурçăн çул-2017» раллин халăхсем хушшинчи тапхăрӗн автогонщикӗсем Хусана июлӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар урлă ирхине 8:30 сехетре çитеççӗ те хула тăрăх, çав шутра Хусан 1000-çуллăхӗн тӳремӗ (кунта арка лартаççӗ), Сылтăм Булак, Космонавтсен тата ытти урамсемпе иртсе Шали поселокне каяççӗ. Кунта 157 çухрăмран тăракан ятарлă участока старта тухаççӗ. Çапла вара ралли Пӗтреç, Тюлячи, Рыбно-Слободски, Ӗпхӳ енчи ытти районсем урлă каять.

«Пурçăн çул - 2017» ралли кăçал Раççей, Казахстан, Китай çӗршывӗсем урлă иртет. Шучӗпе вăл çиччӗмӗш. Анчах та хальхи маршручӗ уйрăлса тăрать. «Пурçăн çул» проектăн ертӳçи Владимир Чагин пӗлтернӗ тăрăх, ралли июлӗн 7-мӗшӗнче Мускавра Хӗрлӗ тӳремре пуçланать те июлӗн 22-мӗшӗнче Китайри Сиань хулинче вӗçленет.

Ралли тапхăрне республикăра ирттерессипе çыхăннă ларура ТР Президенчӗ Р.Минниханов: «Республикăшăн ку паллă пулăм, тӗнчипе паллă автогонщиксене хамăр региона кăтартма пултаратпăр. Эппин, ăна çӳллӗ шайра ирттермелле. Уйрăмах куракансен аудиторин интересӗсене шута илмелле»,- тенӗ.

Маршрутăн ятарлă вырăнӗсенче «куракансен зонисене» йӗркелеççӗ. Шăп çавсенчен автоспорт фаначӗсем ралли трассăна мӗнле иртнине курма пултараççӗ. Шали поселокне кайма халăх валли тӳлевсӗр автобуссем йӗркелеççӗ. Вӗсем Ярмарка тӳремӗнчен ирхине 7 сехетре, «Хӗвелтухăç» автовокзалтан 8 сехетрен пуçласа кашни çур сехетрен çӳреççӗ. Хусантан юлашки рейс çак кун Шали поселокне 13 сехетре каять.

Ралли экипажӗн старчӗсӗр пуçне Тутарстан автомотоспорчӗн федерацийӗ йӗркелекен джип, багги тата квадрациклсен ăмăртăвӗсене те курма пулать. Кунсăр пуçне автораритетсен куравне, вырăнти производительсен таварӗсемпе апат-çимӗçӗн ярмарккине йӗркелеççӗ. Баггипе, квадрациклпа тата сывлăш шарӗсемпе ярăнтараççӗ. Ăмăртăва кунӗпех пысăк экрансем çинче кăтартаççӗ. Каçхине 16 сехетчен концерт та пулать. Ятарлă фотозонăра вара Камаз мастер командин машинисен умӗнче асăнмалăх сăн та ӳкереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев