Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пылчăк çăрма пăрахатпăр иккен

2017 çулта республикăри ялсен 373 урамне вак чул (тӗрӗсрех каласан, щебенкăллă ятарлă состав) сарнă. Çакăн валли бюджетран 1 миллард тенкӗ укçа уйăрнине хыпарлать ТР Транспор тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби. Çак технологие пула юлашки виçӗ çулта ялсенчи 2000 ытла урамра (пурӗ 900 километр) пылчăк çăрăлмасть, вӗсенчи çулсене пурне те вак...

2017 çулта республикăри ялсен 373 урамне вак чул (тӗрӗсрех каласан, щебенкăллă ятарлă состав) сарнă. Çакăн валли бюджетран 1 миллард тенкӗ укçа уйăрнине хыпарлать ТР Транспор тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби.

Çак технологие пула юлашки виçӗ çулта ялсенчи 2000 ытла урамра (пурӗ 900 километр) пылчăк çăрăлмасть, вӗсенчи çулсене пурне те вак чул хутăшне сарса çирӗплетнӗ. Çак тӗллевпе республика пӗтӗмпе 4 миллиард тенкӗ тăкакланă.

2018 çулта та ӗç малаллах тăсăлать. Республикăри пурăнмалли пунктсенче тепӗр 470 урам пылчăк çăрма пăрахӗ. Кун валли 1 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă. Çакăн пекех сумма 200 километр асфальтлă çула юсама уйăрӗç. ТР Президенчӗ Р. Минниханов республика çул-йӗр программисене мӗнле пурнăçлани пирки РФ Президентне пӗлтерсен В.Путин та ку программăна йӳнӗ те япăх мар тесе хакланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев