Раççее юратма паспорт кирлӗ мар
(Ирина Трифонова. Е.Караева сăнӳкерчӗкӗ). Декабрӗн иккӗмӗшӗнче Хусанти «Гранд отель Казань» хăна çуртӗнче «Такси» кино çăлтăрӗпе, Франци киноактерӗпе Сами Насерипе творчествăлла тӗлпулу иртрӗ. Кунта вăл «Сухба» кинокомпанин ертӳçи Тахир Тухтаров чӗннипе килнӗ. Тахир пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем «За достижение в области мира» премин мероприятийӗнче паллашнă. Çавăнта хăрушсăрлăх кинематографие, телевидение аталантарас тӗллевпе пӗрле...
(Ирина Трифонова. Е.Караева сăнӳкерчӗкӗ). Декабрӗн иккӗмӗшӗнче Хусанти «Гранд отель Казань» хăна çуртӗнче «Такси» кино çăлтăрӗпе, Франци киноактерӗпе Сами Насерипе творчествăлла тӗлпулу иртрӗ. Кунта вăл «Сухба» кинокомпанин ертӳçи Тахир Тухтаров чӗннипе килнӗ. Тахир пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем «За достижение в области мира» премин мероприятийӗнче паллашнă. Çавăнта хăрушсăрлăх кинематографие, телевидение аталантарас тӗллевпе пӗрле кино ӳкересси пирки калаçса татăлнă. «Мана Сами Раççее юратни, хисеплени, пирӗнпе хутшăнма ăнтăлни тыткăнларӗ», - терӗ Тахир тӗлпулăва уçса.
Сами хăйне евӗр çын, интереслӗ, чăн-чăн француз пекех вӗри, мӗн шутланине уççăн пӗлтерет, эмоцисене пытармасть. Тӗрӗсмарлăхпа тӗл пулсан çиччас тӳпелешсе кайма та пултарать, çавна, тата ытти сăлтавсене пула, саккунпа унăн сахал мар проблемăсем пулнă. «Такси» кинора ӳкерӗнни те йӗр хăварнă пуль, автомобильпе шухă çӳрет, çул касакансемпе ним мар тытăçса кайма пултарать, çавна май пӗрре мар водитель прависӗр юлнă. Çав вăхăтрах Сами тӗнче çине ачанни евӗр таса куçпа пăхать, ыррине шанать. Çывăх çыннисене темрен мала хурса хаклать. Француз çемçе куçлă пулнине те асăрхарăмăр.
Сами кинора 1980 çулсенчех ӳкерӗнме пуçланă, анчах рольӗсем питӗ пӗчӗк пулнине кура, ятне титрсенче те çырман. Пӗрремӗш пысăк роль «Рай» кинопа çыхăннă, уншăн вăл Парижри кинофестивальте «Чи лайăх актер» номинацин премине тивӗçнӗ.
Сами пысăк çемьере çуралса ӳснӗ. Амăшӗ Жаклин Нормандирен, ашшӗ Джилали Алжир çынни пулнă. Çемье Сен-Мартен урамӗнче чухăн çуртра пурăннă пулин те, ултă пӗртăван çакăнпа пит хуçăлман. Сами хăй каласа панă тăрăх, вăл 10 çулта чухнех актер пулма ӗмӗтленме пуçланă.
-Шăллăм-йăмăксемпе питӗ чухăн пурнăçпа çитӗнтӗмӗр. Хӗрачасемпе арçын ачасен пӳлӗмӗсене чаршав кăна уйăрса тăратчӗ. Атте малярта ӗçлетчӗ. Пӗррехинче вăл пире пысăк парне турӗ, киле хурапа шурă кăтартакан телевизор йăтса килчӗ. Вăл икӗ канал кăна тытатчӗ. Атте ăна чаршав карса уйăрнă столовăйра лартса хучӗ, аннепе иккӗшӗн пӳлӗмӗнче. Чаршава вăрттăн уçса Франци киновӗсене пăхаттăмăр вара. Çӗнӗ çул çитнӗ пек туйăнатчӗ ун чухне. Çак самантран пуçласа кино питӗ шала кӗрсе вырнаçрӗ. Пичче-шăллăмсемпе кинора ӳкерӗнес ӗмӗте пурпӗрех пурнăçлатпăр тесе ӗмӗтленме пуçларăмăр. Анчах ку пирӗншӗн çăмăл пулмарӗ. Пӗлетӗр пулӗ, Францин колонийӗ пулнă çӗршывсен гражданӗсене çын çине тухма çăмăл марччӗ, нумай сферăна çул хупăччӗ, çав шутра кинона лекесси те. Атте ман Алжир çынни-çке. Çапах хам валли алăк шыраса тупрăмах. Ачаран ӗмӗтленнине пурнăçларăмăр, Канны кинофестивалӗн Ылтăн пальма вуллине те илме пултартăмăр, - каласа парать Сами.
Тӗрӗссипе, актерăн чăн ячӗ Саид. Ку ăна чылай чăрмав кӳнипе Сами ят илет. Шăп çакăн хыççăн тата Люк Бессон режиссерпа тӗл пулнă хыççăн унăн кино карьери хăвăрт çӗкленсе каять. Люк Бессон ăна «Леон» фильма ӳкернӗ чухне асăрхать. Темиçе çултан IAM ушкăнăн «Nés sous la même étoile» (Пӗр çăлтăр айӗнче çуралнисем) юррăн клипне ӳкернӗ чухне тепӗр хут тӗл пулаççӗ. Сăмах май, Самин пиччӗшӗ Ларби (Биби) Насери те хăй пурнăçне кинопа çыхăнтарнă. Сами каласа панă тăрăх, унăн пиччӗшӗ актертан пуçласа тем вăхăтран ытларах çырас енне туртăнма пуçлать.
- Люк Бессон валли вăл тăватă чаплă сценари хатӗрлерӗ. Тăватă бестселлер пичетлесе кăларчӗ. Шкула сиктерсе çӳрерӗмӗр пулин те, Биби каярахпа историка вӗренсе тухса диплом илчӗ, питӗ нумай ӗçлерӗ. Нумай пулмасть вăл Раççейпе Францин пӗрлехи киновӗ валли те сценари хатӗрлерӗ. Раççей историне питӗ лайăх пӗлет. Ăна кура хам та интересленме пуçларăм. Ку енӗпе вăйлă вăл. Хăй ӗмӗрӗнче 40 кӗске метражлă кино, рэперсем валли 30 ытла клип ӳкерчӗ. Раççейре ӳкерме шутланă киновӗ пӗрремӗш тулли метражлă фильмӗ пулать. Пирӗн унпа çав тери лайăх дуэт, - терӗ Сами.
Хăйӗн пысăк çитӗнӗвӗсем шутне актер Жан Поль Бельмондопа ӳкерӗнме май пулнине кӗртет. - Жан Поль Бельмондопа пӗрле ӗçлеме пултарни, икӗ уйăх çума-çуммăн пулни тӗлӗнмелле пулăм. Унпа ӗçленӗ çамрăк актерсенчен эпӗ юлашки пултăм пулӗ.
Каларăмăр ӗнтӗ, актерăн карьери Люк Бессонпа тачă çыхăннă. Кун пирки вăл питӗ кăсăк каласа пачӗ.
-Акăлчанла эпӗ вуççех те калаçмастăм. Кастинг директорӗ Наталья Широва манран ыйтать: «Эс акăлчанла калаçатăн-и?» Эпӗ: «Паллах, çăмăллăн!», - тетӗп. Текст тăсса пачӗ. Вăт çавăн чухне акăлчан урокӗсенчен тарнишӗн питӗ ӳкӗнтӗм. «Ним те пӗлместӗн вӗт?!» - куçне чарса пăрахрӗ Наталья. «Атя, эс ним те ан шарла... Ш-ш... Сатту эп кӗпер çинчен сикме пултарап, машина айне чăмма, машина çинчен машина çине сикме. Мӗн хушан - йăлт», - тетӗп. Хурав пулмарӗ. «Илмерӗç», - шутлатăп хам. «Юрӗ, çын вырăнне йышăнас мар, урăххине ӳкерӗр», - терӗм кайма тăрса. «О-о, çук-çук, Люк Бессон сана курасшăн», - терӗ Натали. Хальхи пек астăватăп, килтӗм, кутамкка çакса. Сăмах май, Люк Бессон та тытăнакан режиссерччӗ, унăн 2-3 картини кăна тухнăччӗ-ха. Çапах маншăн вăл çитейми çӳллӗшчӗ. «Ну, акăлчанла эс ӗнерен ытлашши пӗлместӗн те, атя, юрӗ, кил. Ӗçлесе пăхăпăр», - терӗ. Пӗлетӗр-и, ман валли ятарласа акăлчанла титрсем хатӗрлерӗç. Çапла ӳкерсе пӗтертӗмӗр «Такси» кинон пӗрремӗш пайне. Контракт вӗçленчӗ, кайма шутларăм. «Ăçта? Ӗç пуçланать кăна-ха», - терӗ мана чарса Люк Бессон.
Маларах çамрăк таксист Даниэль çинчен ӳкернӗ кинова сиввӗнрех йышăннă пулсан, проката тухнă хыççăн «Такси» (1998) ăнăçлă проект пулни палăрать. Çапла пӗрин хыççăн тепри «Такси 2», «Такси 3», «Такси 4» фильмсем тухаççӗ.
-Кинофильм проката тухнă хыççăн касса пуçтарăвӗсем чи нумаййи Раççейре пулчӗ. Франци киноне Раççей юратса йышăннинчен тӗлӗнмерӗм, мӗншӗн тесен хам та Раççее питӗ юрататăп. Мана кунта аван, Раççей çынни пек туйма мана паспорт та кирлӗ мар, - терӗ Сами.
2006 çулта Сами Насери «Патриоты» кинофильмра ӳкерӗнет. Уншăн Канны кинофестивалӗнче «Чи лайăх арçын ролӗ» номинацире çӗнтерет. Çак картинăра Сами драма актерӗ пек палăрать. «Патриоты» фильм политикăна улăштарма пултарнă кино. Сами каласа панă тăрăх, ун пуласлăхне никам та шанман. Синегалти, Алжирти вăрçăсене Франци историне те кӗртмен пулнă. Паллах, çак вăрçăсене хутшăннă французсем пирки никам та шутламан. Ветерансем пек пенси илесси çинчен ӗмӗтленме пултарайман. Картина проката тухнă хыççăн Жак Ширак ку пулăмсене çӗршыв историне кӗртсе ветерансене пенси палăртма хушнă. Çакăнпа Сами питӗ мăнаçланать.
Сами Насери малашне пирӗн кулленхи хăна пулса тăрӗ. «Шаляпин- форза» кинона Хусанта ӳкернипе кунта вăл пӗрре мар килсе кайӗ-ха.
- «Сухба» кинокомпанин сӗнӗвӗ мана килӗшрӗ. Съемкăсем пуçланасса чăтăмсăррăн кӗтетӗп. Шаляпин хăватлă сăнар. Картина обществăри лару-тăрăва пысăк витӗм кӳрессе шанатăп, - терӗ Сами.
Виçӗ сехете яхăн тăсăлчӗ актерпа тӗлпулу. Кастинга килнӗ театр училищин студенчӗсем ăна чылай ыйту пачӗç. Уйрăмах çамрăк актерсене хăйсем пирки мӗнле майпа пӗлтересси интереслентерчӗ.
-Ӗçлемесӗр пӗр вырăнта ларсан ним те пулмасть. Пӗрре ăнмарӗ, иккӗ, виççӗмӗшӗнче ăнма пултарать. Алла усмалла мар, - терӗ пулас актерсене хавхалантарса Сами Насери.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев