Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Раççей чăваш пики – Тутарстанран!

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ «Раççей Чăваш пики-2016» конкурс тӗнчери чи паллă «Мисс Мира», «Мисс Вселенная» илемлӗх конкурсӗсене те таçта кая хăварчӗ - вăхăчӗпе. Кăнтăрла иртсен 15 сехетре пуçланса каçхине 10 сехетченех пырсан та пуçтарăннă халăх саланса пӗтмерӗ. Тӗрӗссипе, вăхăт иртни сисӗнмерӗ те, çӗршер мăшăр куç сцена çинче пыракан ӗçе тимлӗн сăнарӗ....

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ «Раççей Чăваш пики-2016» конкурс тӗнчери чи паллă «Мисс Мира», «Мисс Вселенная» илемлӗх конкурсӗсене те таçта кая хăварчӗ - вăхăчӗпе. Кăнтăрла иртсен 15 сехетре пуçланса каçхине 10 сехетченех пырсан та пуçтарăннă халăх саланса пӗтмерӗ. Тӗрӗссипе, вăхăт иртни сисӗнмерӗ те, çӗршер мăшăр куç сцена çинче пыракан ӗçе тимлӗн сăнарӗ. Куракансенчен ытларахăшӗ хăйсен ялӗнчен е хулинчен хутшăннă пикене тӗрев пама килнӗ. Кăçалхи конкурса 30 пике хутшăнчӗ, хăш-пӗри инçе çула та пăхса тăман. Ханты-Мансийскпа Ямало-Ненецк автономилле тăрăхсенчен, Мурманскран, Самара, Ульяновск, Тюмень облаçӗсенчен, Тутарстан, Пушкăртстан, Крым тата, паллах Чăваш Ен республикисен чи хӳхӗм те пултаруллă хӗрӗсем пуçтарăнчӗç çак кун Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх филармонийӗнче.

Пӗтӗм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресӗ йӗркеленипе тата ЧР Культура министерствин пу­лăшăвӗпе иртрӗ. Мероприятие уçнă çӗре ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР вӗрентӳпе çамрăксен политикин министрӗ Юрий Исаев хутшăнчӗç.
«Раççей чăваш пики» илемлӗх конкурсӗ талантлă та пултаруллă çамрăксене палăртас, вӗсене пулăшас, чăваш халăх культурине аталантарас, йăла-йӗркесене упрас тата, паллах, Раççей регионӗсенче пурăнакан çамрăксен хушшинче социаллă тата культурăллă çыхăнусем йӗркелес, туслăха çирӗплетес тӗллевпе иртет. Йышăннă йӗркесем тăрăх, конкурса чăваш чӗлхине пӗлекен 16-26 çулсенчи хӗрсем хутшăнчӗç. Творчествăлла тата сцена пултарулăхне пикесем хăйсемпе паллаштарасси (визитка), ăс-хакăл, пултарулăх, чăваш апат-çимӗçне хатӗрлесси тата чăваш тумӗн илемне кăтартасси конкурссенче кăтартрӗç. Пӗринчен тепри маттуртарах, хăшӗсем актер пултарулăхне кăтартрӗç, теприсем юрларӗç, виççӗмӗшсем ташласа савăнтарчӗç. Тутарстан пикисем - Ксения Романовăпа Марина Кудряшова питӗ тивӗçлӗ курăнчӗç. Марина юмах лартса акапелла юрларӗ - самай профессионаллă. Ксения хут чечек ăсталассипе мастер-класс кăтартрӗ, номер ыттисеннинчен çӗнӗлӗхпе уйрăлса тăчӗ, сцена çинче вăл хăйне ытарлă та илемлӗ тытрӗ. Пирӗн хӗрсен визиткисем те ыттисенчен уйрăлсарах тăчӗç. Сюжетсене тӗплӗн шутласа ӳкернӗ, унта Ху­сан сулмаклăхӗпе шайне, çам­рăксен хальхи пурнăçне, вӗсен ӳсӗмне лайăх, анлă уçса панă. Кунта тав сăмахӗсем «Тутарстан Чăваш пики» конкурс ертӳçине Сильвия Чаркинăна калас килет. Пӗр вăхăт «Мисс Татарстан» организацире ӗçлесе вăл пысăк опыт пухнă, хӗрсене миллиметр таранччен тӗплӗ хатӗрленме пулăшнă. Сăмаха ӳстермесӗр калатăп, пирӗн хӗрсем хăйнеевӗр, çӗнӗлле курăнчӗç.
Жюрие 30 конкурсанткăран чи илемлине, чи пултаруллине суйласа илме, паллах, çăмăл мар пулчӗ. Пӗр сехет ытла та канашларӗç вӗсем. Куракансем вара çак вăхăтра чăваш эстрадин çăлтăрӗсен концертне курса вăхăта кӗскетрӗç. Чăтăм пӗтсе çитни те палăра пуçларӗ, сцена çине пикесне чӗнсе кăларма кăшкăркалакансем те пулчӗç. Кӗтнӗ хумхануллă вăхăт та çитрӗ. Çӗнтерӳçӗсене палăртма сцена çине ЧНК президенчӗ Николай Угасловпа, ЧНК вице-президенчӗ Владимир Клементьев тухрӗç. Николай Федорович конкурсанткăсене саламласа «Раççей Чăваш пики-2016» конкурса хутшăннă хӗрсем тăван чӗлхене, историе тарăн пӗлнине, хăйсене тивӗçлӗ те сăпайлă, чăн-чăн чăваш хӗрӗ пек тыткаланине палăртрӗ. Малтанласа йӗркелӳçӗсенчен Дипломпа Хисеп хучӗсем ти­вӗçнисен ячӗсене пӗлтерчӗç. Пирӗн пăшăрхану çеккунтсерен ӳсрӗ темелле. Часах номинацисенче çӗнтернисен ячӗсене пӗлтерме пуçларӗç: «Ăс пике» - Дарья Степанова (Пушкăртстан, Октябрьски), «Куракансем кăмăлланă пике» - Мила Яковлева (Чăваш Ен, Канаш районӗ), «Чи хӳхӗм пике» - Ксения Сергеева (Крым Республики), «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» - Ангелина Адамовапа (Ульяновск облаçӗ) Екатерина Сафронова (Ямалпа Ненец округӗ, Муравленко хули), «Çепӗç пике» - Нелли Львова (Чăваш Ен, Элӗк районӗ) пулчӗç. Чи хумхануллă самант - пӗлтермен икӗ ят кăна юлнă, вӗсен хушшинче Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче çуралса ӳснӗ Ксения Романова ячӗ те пур. Конкурс ертӳçисем вăхăта юриех тăснăн туйăнчӗ. Чӗре пырта тапнăн тăпăртатрӗ. Иккӗмӗш вырăна Пушкăртстан пики Елена Садыкова çӗнсе илнине пӗлтерсен иккӗленӳ юлмарӗ - пирӗн пике çӗнтерӳçӗ.
- «Раççей Чăваш Пики-2016» - Ксения Романова! - тесе зала янраттарнă хыççăн залра ларакан тутарстансем пӗр çеккунтлăха шăплăннă хыççăн сывлăша чӗтрентерсе савăнса кăшкăрма пуçларӗç, пӗр-пӗрне ыталаса саламларӗç. Ксения чăннипех те тивӗçлӗ çӗнтерӳçӗ. Вăл хăйне пур енчен те лайăх кăтартрӗ. Кайран та çухалса каймарӗ. «Паллах, мана çӗнтерӳ питӗ савăнтарать. Çакăншăн эпӗ чи малтан Сильвия Чаркинăна тав тăватăп, вăл пирӗнпе ӗçлемен, хатӗрленме пулăшман пулсан ку çӗнтерӳ пулаймастчӗ. Тата, паллах, аттепе аннене тав тăватăп. Вӗсем мана çуратса ӳстернӗ, ырă пулма вӗрентнӗ. Ку ман çӗнтерӳ кăна мар, вăл Тутарстан командин çӗнтерӗвӗ», - терӗ Ксения.
Пирӗн тепӗр конкурсантка Марина Кудряшова та хăйне пур енчен те лайăх кăтартрӗ, ман шутпа, вăл пӗр-пӗр номинаци çӗнтерӳçи пулмаллаччех. Жюри ахăртнех урăхла шутланă, Тутарстанăн икӗ пикине те çӗнтерӳçӗсен шутне кӗртни, тен, ытлашши туйăннă.
Чăваш наци конгресӗпе спон­сорсем конкурса хутшăннă пикесене пӗрне те парнесӗр хăвармарӗç, Дипломсемпе Хисеп хучӗсене тивӗçнисене, номинаци çӗнтерӳçисене пылак çимӗç карçынккисем, тӗрлӗ сертификатсем пачӗç. Иккӗмӗш вырăншăн канма кайма 20 пин тенкӗлӗх, пӗрремӗш вырăншăн - 30 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗç.
Мероприяти конкурса хутшăннă пикесемпе сăн ӳкерӗннипе вӗçленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев