«Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту

Лайăш районӗнче пурăнакан пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов ӗмӗрӗпех сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Спортпа ача чухнех туслашнăскер, халӗ те çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе вăрăм дистанцисене ним мар чупать. Ыттисемпе тупăшма та хавас. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть вăл. Февралӗн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗн «Раççей...
Лайăш районӗнче пурăнакан пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов ӗмӗрӗпех сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Спортпа ача чухнех туслашнăскер, халӗ те çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе вăрăм дистанцисене ним мар чупать. Ыттисемпе тупăшма та хавас. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть вăл. Февралӗн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗн «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăвӗнче те финиша пӗрремӗш çитнӗ. Сăмах май, вăл ку ăмăртура акă ӗнтӗ миçемӗш çул пьедесталăн чи çӳллӗ картлашки çинчен анмасть.
- Кăçал чупма йывăртарах пулчӗ. Дистанци вăрăмăшӗ кӗскеччӗ, - терӗ вăл кăçалхи ăмăрту çинчен çурма шӳтлӗн. 78-па пыраканшăн виçӗ çухрăм çителӗклӗ пек туйăнать-ха, çитменнине унпа пӗрле чылай çамрăкраххисем (55 çултан пуçласа) ăмăртнă, анчах Альберт Мироновичшăн мар. Вăл чылай вăрăмрах дистанцисене парăнтарма хăнăхнă.
Сăмах май, унăн çӗнтерӗвӗн вăрттăнлăхӗ мӗнрине пӗлетӗр-и? Ăмăрту номерӗнче. Альберт Миронович кашнинче хăй миçерине кура çав номере суйлать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, ăмăртура 77-мӗш номерлӗччӗ вăл, кăçал вара 78-мӗш. Куратăр ӗнтӗ, хальхинче те спортсмена шалти сисӗмӗ улталаман.
Хăйӗн ӳсӗм çулӗнчи спортсменсенчен финиша пӗрремӗш çитнӗ Альберт Мироновича район администраци пуçлăхӗ саламласа Хисеп хучӗ панă тата асăнмалăх парне - пароварка парнеленӗ. Ентешӗмӗре çӗнтерӳпе эпир те хӗрӳллӗн саламлатпăр, малашне те çакăн пекех вашаватлă пулса ăмăртусенче çӗнтерме вăй-хал сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
8 марта 2021 - 07:45Чӑваш хӗрарӑмӗн сӑмахӗ хыҫҫӑн чат шӑпланса ларчӗ Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем "Ватсап" социаллӑ сетьре ушкӑнсем туса халӑхӑн кулленхи пурнӑҫне сӳтсе явни палӑра пуҫларӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсене пирӗн истори кӑсӑклантарать, чӗлхе пуласлӑхӗ пӑшӑрхантарать. Ҫывхаракан Пӗтӗмраҫҫейри Препись те нумайӑшне шухӑшлаттарать. "Чӗмпӗръен" ушкӑнра нумай пулмасть Марина Карягина поэтессӑ та хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ. Унпа пирӗн вулакансене те паллаштарас килет.8402
-
7 марта 2021 - 20:16Тутарстанри чӑвашсем аслӑ пуху ирттерӗҫ Мартӑн 12-мӗшӗнче Тутарстанри ЧНКАн Отчетпа суйлав конференцийӗ пулать10500
-
7 марта 2021 - 18:55ЧĂВАШАХ ПУЛНĂ-ШИ ВАРА? Хусанта пурăннă вырăс çыравçине Геннадий Паушкина халалласа асăну хăми уçрӗç7800
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
7 марта 2021 - 19:35Юбилей ячӗпе чун-чӗрери чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗнӗ Этемшӳ ялӗнче пурăнакан Галина Гурьевна ТИМОФЕЕВА мартăн 2-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ3200
-
7 марта 2021 - 07:28Юратнă анне 55 çул тултаратьЧăваш Енри Çӗрпӳ районӗнчи Çырмапуç ялӗнче пурăнакан чи хаклă çыннăмăр, юратнă анне Надежда Николаевна ТИТОВА мартăн 7-мӗшӗнче 55 çул тултарать5200
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ5800
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ292600
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç17401
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.14800
-
6 марта 2021 - 08:00Фермерсем, сире 100 пин тенкӗ кӗтет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви ТР Правительстви пулăшнипе фермерсен хушшинче «Тутарстан Республикин фермер династийӗ» конкурс пуçарнă. Çӗнтерӳçӗсене тӗп парне – 100 пин тенкӗ укçан преми – кӗтет.11200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика