Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кун пек преми Тутарстанра кăна

Раççейре обществăлла ӗçченсене паракан пӗртен-пӗр премин - Тутарстан Президенчӗн премийӗн- конкурсӗ паян, августăн 21-мӗшӗнче пуçланчӗ. ТР Обществăлла палати заявкăсене сентябрӗн 14-мӗшӗччен йышăнать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Кăçалхи икӗ çӗнтерӳçе 250-шар, виçӗ çӗнтерӳçе 400-шер пин тенкӗ премисем кӗтеççӗ. Преми илме заявкăсене республикăра регистрациленнӗ коммерцилле мар организацисем, ТР патшалăх влаçӗ çумӗнчи тата...

Раççейре обществăлла ӗçченсене паракан пӗртен-пӗр премин - Тутарстан Президенчӗн премийӗн- конкурсӗ паян, августăн 21-мӗшӗнче пуçланчӗ. ТР Обществăлла палати заявкăсене сентябрӗн 14-мӗшӗччен йышăнать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Кăçалхи икӗ çӗнтерӳçе 250-шар, виçӗ çӗнтерӳçе 400-шер пин тенкӗ премисем кӗтеççӗ. Преми илме заявкăсене республикăра регистрациленнӗ коммерцилле мар организацисем, ТР патшалăх влаçӗ çумӗнчи тата муниципаллă йӗркеленӳсен обществăлла канашӗсем тăратма пултараççӗ.

ТР Обществăлла палатăн председателӗ Анатолий Фомин пӗлтернӗ тăрăх, премие халăх ырласа йышăннă проектсемпе ӗçсемшӗн, социаллă сектора аталантарма пай кӗртнӗшӗн, гражданла общество енӗпе хăйне евӗрлӗхпе, çӗнӗлӗхпе палăракан тӗпчев ӗçӗсемшӗн, çаплах Тутарстанăн гражданла обществин институтне аталантарма нумай пай кӗртнӗ Раççей гражданӗсене параççӗ.

А.Фомин сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра республика президенчӗн премийӗпе наградăламалли çынсен шутне ӳстерес ыйтăва пăхса тухаççӗ.

Çак конкурсăн тӗллевӗ - обществăпа ӗçлекен пултаруллă çынсене хавхалантарасси.

Премие октябрь уйăхӗнче, ТР Обществăлла палата çинчен закон йышăннă кунра парӗç. Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен заявкăсене пăхса тухма тытăнӗç. Преми парассипе ӗçлекен комитета малтанхи йышăну тума 14 кун парăнать, ун хыççăн кандидатсене ТР Президенчӗ пăхса тухать.

Конкурса хутшăнас текенсем тӗплӗнрех (843)567-80-97 е (843)567-80-93 телефонпа ыйтса пӗлмелле. ТР Президенчӗн указӗпе тата положенийӗпе ТР Обществăлла палатăн сайтӗнче «Поддержка СОНКО» уйрăмра паллашмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев