Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ракпа чирлисене никамран ытларах ăнланатăп...

Тӗнче чăнах та ырă çынсем çинче тытăнса тăрать. Вӗсем çын хуйхи-суйхине çывăх курни, инкекре пулăшма пулни темрен те хаклăрах. Пурнăç кăтартнă тăрăх, çакăн пек çынсем инкек, хăрушă чир мӗн иккенне хăйсен опытӗнчен пӗлеççӗ. Нумайăшӗ чирлесе ирттернӗ хыççăн хăй пурнăçӗн миссине çынсене пулăшнинче курать. Вӗсемпе калаçнă чух Турă çак тӗрӗслеве ахальтен...

Тӗнче чăнах та ырă çынсем çинче тытăнса тăрать. Вӗсем çын хуйхи-суйхине çывăх курни, инкекре пулăшма пулни темрен те хаклăрах. Пурнăç кăтартнă тăрăх, çакăн пек çынсем инкек, хăрушă чир мӗн иккенне хăйсен опытӗнчен пӗлеççӗ. Нумайăшӗ чирлесе ирттернӗ хыççăн хăй пурнăçӗн миссине çынсене пулăшнинче курать. Вӗсемпе калаçнă чух Турă çак тӗрӗслеве ахальтен паманни, чирлемен, инкек пулман пулсан çынна ăнланайман та пулни пирки час-час илтме тӳр килет.

Юлия Ивашкевичпа эпӗ пӗр икӗ çул каяллах паллашнăччӗ. Çывăх тăван ракпа чирлесен пулăшу шыраса таçта та çитме тӳр килчӗ. Çапла Раççей шайӗнчи «Движение против рака» организацин Хусанти уйрăмӗн ӗçченӗсемпе паллашма тиврӗ. Активистсенчен пӗри шăпах Юлияччӗ. Рак çинчен вăл сăмах тăрăх кăна пӗлмест, тахçан ăна çак хăрушă диагноза лартнă пулнă. Анчах вăл пуç усман, хăрушă чире çӗнтерме пултарнă. Çакăн хыççăн вăл хăй пурнăçне чирлисене пулăшассине халалланă. Пӗр çул каялла Хусанта «Мы вместе - Без бергэ» пациентсемпе волонтерсен организацине йӗркелесе янă, вăл ракпа кӗрешекенсене пӗрлештерсе тăрать. Организацире чиртен сывалнисем, чирлекенсен çемье пайташӗсем, юлташӗсем чăмăртаннă. Паян вăл активлă ӗçлет, социаллă сетьсенче хăйсен страницисене уçса пропаганда ӗçне илсе пырать. Диагноз лартнă çынсене сипленӳ енӗпе информаципе тивӗçтерет, психологилле пулăшу парать.
Ку эрнере, февралӗн 13-мӗ­шӗнче «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче вӗсем онколо­ги­пе чирлисене пулăшас тӗл­лев­пе «Музыка жизни» ыркăмăллăх концерчӗ ирттерчӗç. Унта хутшăннă артистсемпе ансамбльсен, тӗрлӗ организацисен шучӗпе шайӗ тӗлӗнтерчӗ. «Паянхи концерта эпир ракпа кӗрешмелли куна халалларăмăр. Вăл февралӗн 4-мӗ­шӗнче пулчӗ, эпир ăна кăшт каярах - февралӗн - 13-мӗшӗнче - палăртма йышăнтăмăр. Çак кунра кӗрешӳпе ассоциаци пур, эпир ăна пурнăçпа çыхăнтарма тăрăшрăмăр. «Кӗрешмелле мар, пурăнмалла», - тесшӗн çынсене. Мӗншӗн тесен хăрушă диагноза илтсен нумайăшӗ пурăнас кăмăла çухатать. Пурăнас текен вара шутламасăрах кӗрешме пуçлать. Акцие хутшăннă артистсене тав тăвас килет, нумайăшӗ пире хăйсем шыраса тупрӗç. Куракансем хушшинче рака çӗнтернисем, ремисси тапхăрӗнчисем çав тери нумай. Вӗсем хăйсене пӗччен туйманни çав тери кирлӗ», - терӗ Юлия Ивашкевич.
Курма килекенсен концерт пуçланиччен тунсăхлама вăхăт пулмарӗ, Культура керменӗн фойинче тӗрлӗ мастер-классем иртрӗç. Çакăнтах Хусанти ал ăстисен ӗçӗсене туянса ыркăмăллăх акцине хутшăнма май пулчӗ. «Мульти хаус» арт-студин, «Котел» рисовани шкулӗн, «Естественно, наука!» лабораторин ӗçченӗсем хатӗрленӗ мастер-классем уйрăмах интереслӗ пулчӗç.
Концерт пирки уйрăм сăмах. Вăл тӗлӗнмелле ырă та ăшă атмосферăра, йӳнӗ пафоссăр иртрӗ. Никама та кунта вăйпа, ирӗксӗр килсе лартман, тухса калаçакансем те хăйсене ахаллӗн тыткаларӗç, курнăçланмарӗç. Мероприятие билет илсе çынсем хăйсен кăмăлне тата инкекри çынран пăрăнманнине пӗлтерес тенӗ. Рокпа опера концертне хутшăннă çӳллӗ шайри артистсемпе музыкантсем пирки те çавнах каламалла. Çав кун эпир М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗн солисчӗсене Эдуард Трескина, Артур Исламова, халăхсен хушшинчи фестивальсен лауреачӗсене Илюса Хузинăна, Эльза Заярие, ТР тава тивӗçлӗ артистне Рузиль Гатина, «Гитара магия» гитаристсен ансамбльне, La Primavera камера оркестрӗн «Звезда из завтра» проекчӗ уçнă талантлă пианиста Алексей Романова (вăл чăнах та шутсăр талантлă, ал лапписем çук пулин те пианино ăста калать), «Прогульщики» рок-ушкăна итлесе килентӗмӗр. Светлана Ишкузина ертсе пыракан «Счастливое детство» ача-пăча ташă ушкăнӗн номерне мультфильм пек пăхса лартăмăр, пӗчӗк шӗмпӗлккесем çав тери кăсăк ташларӗç.
Маларах çырнăччӗ ӗнтӗ, мероприятие паллă артистсемпе ахаль çынсем йышлă хутшăннă тесе, власть представителӗсене вара курма пулмарӗ. ТР Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхне кӗтнипе концерт çур сехет каярах пуçланчӗ, çапах кӗтсе илеймерӗмӗр. Юрӗ сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Фарида Яркаева килчӗ. Ыркăмăллăх акцине хутшăннисене тав туса вăл пӗр-ик сăмах онкологи чирӗ пирки каласа хăварчӗ. «Пирӗн пурсăмăрăн та пӗр ӗç, пӗр тӗллев - хамăрăн тăвансене, çывăх çынсене рак пирки уçăмлăн каласа парасси. Паян онкологие хирӗç кӗрешессин çӗнӗ тапхăрӗ пуçланать, çӗнӗ препаратсем шутласа кăлараççӗ. Ку онкологин 3-4-мӗш тапхăрӗсенче те сывалас шанчăка ӳстерет. Рака çӗнтерме пулать», - терӗ Фарида Яркаева.
Мероприятие Республикăри клиникăпа онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗ Ильдар Хайруллин та килнӗччӗ. Унпа пресс-конференцисенче пӗрре мар тӗл пулнă, анчах хальхинче вăл пирӗншӗн пачах та урăх енчен уçăлчӗ. «Паянхи уявăн чунӗ пур. Ракпа чирлисене никамран ытларах ăнланатăп. 2003 çулта мана 6 хутчен химиотерапи курсне иртме тивнӗ. Киле çакăн пек хуйхă килсен, эпир Турăран ытларах çул ыйтатпăр - ырă ӗçсем тума. Мӗншӗн тесен ку чухне пурнăç хакне нихçанхинчен ытларах туятăн», - терӗ Ильдар Индусович куракансенчен хăй юратнă юррине юрласа пама ирӗк ыйтса.
Тӗрӗсех, музыка хăвачӗ пысăк. Хуйхă пулать-и пурнăçра е савăнăç - этем юрлать. Çапла майпа пурăнма хăват тупать. Çавăнпа статьяна Юлия Ивашкевичăн сăмахӗсемпех вӗçлес килет: «Искусствăн чикки çук. Çынсене вăл сыввисемпе чирлисем, пуяннисемпе чухăннисем çине пайламасть - йăлт пӗрлештерет. Этем чунӗ патне çул тупма вăйлăрах инструмент урăх çук».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев