Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн ДРКБ Раççейре чи лайăххи

Республикăри ача-пăча клиника больницине Раççейри чи лайăх медицина учрежденийӗ тесе йышăннă. Паян Мускавра иртекен «Медицина тата пахалăх» Пӗтӗм Раççейри 10-мӗш наукăпа практика конференцийӗнче пирӗн больницăна «Медицина ӗçӗнче пахалăх тата хăрушсăрлăх» номинацире чысланă. Çулленхи çак конференцире премие пӗтӗмлетеççӗ, сывлăх сыхлавӗнче, медицина пулăшăвӗ парассинче патшалăх политикине çӗнетес ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Чыслав церемонийӗнче...

Республикăри ача-пăча клиника больницине Раççейри чи лайăх медицина учрежденийӗ тесе йышăннă. Паян Мускавра иртекен «Медицина тата пахалăх» Пӗтӗм Раççейри 10-мӗш наукăпа практика конференцийӗнче пирӗн больницăна «Медицина ӗçӗнче пахалăх тата хăрушсăрлăх» номинацире чысланă.

Çулленхи çак конференцире премие пӗтӗмлетеççӗ, сывлăх сыхлавӗнче, медицина пулăшăвӗ парассинче патшалăх политикине çӗнетес ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Чыслав церемонийӗнче ТР Сывлăх сыхлав министрӗ А.Вафин хутшăннă.

Пӗтӗм Раççейри конференцире Раççей Сывлăх сыхлав министерствин, Росздравнадзор, Ӗç тăвакан власть, РФ субъекчӗсен управлени органӗсен представителӗсем, Раççейри тата ют çӗршывсенчи пахалăх енӗпе специалистсем, сывлăх сыхлав эксперчӗсем хутшăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев