Сувар

Хусантан тӗслӗх илмелли пур

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин паян, мартăн 1-мӗшӗнче, РФ Федераллă Пухăвне чӗнсе каларӗ. Яланхи пекех Раççей ертӳçин посланийӗ анлă пулчӗ, унта вăл çӗршыври граждан обществине пырса тивекен кашни сферăна тимлӗх уйăрчӗ. Хусан та унăн тимлӗхсӗр юлмарӗ. Ăна темиçе хутчен те тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Хусан Самарăпа, Новосибирскпа тата ытти хуласемпе пӗрле...

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин паян, мартăн 1-мӗшӗнче, РФ Федераллă Пухăвне чӗнсе каларӗ. Яланхи пекех Раççей ертӳçин посланийӗ анлă пулчӗ, унта вăл çӗршыври граждан обществине пырса тивекен кашни сферăна тимлӗх уйăрчӗ. Хусан та унăн тимлӗхсӗр юлмарӗ. Ăна темиçе хутчен те тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Хусан Самарăпа, Новосибирскпа тата ытти хуласемпе пӗрле çӗршывăн çирӗп наука центрӗ пулнине каларӗ вăл. Центрсен тӗллевӗ - университетсен, институтсен тата çӳллӗ технологисен наукăри майӗсене пӗрлештересси. Наука инфраструктурипе амбицилле проектсем Раççей, ют çӗршывсен ученăйӗсене хăй патне туртмалла. Эппин, тӗнчери тӗпчев ушкăнӗсем ӗçлемешкӗн право никӗсне йӗркелемелле. Раççейре наукăпа вӗрентӳ центрӗсем тулли хăватпа ӗçлесе каймалла.

«Кун пек центрсем Хусанта, Самарăра, Томскра, Екатеринбургра, Владивостокра тата ытти хуласенче йӗркеленеççӗ ӗнтӗ. Вӗсен пысăк проектсене пурнăçлассипе ӗçлемелле. Калăпăр, геном тӗпчевӗсем енӗпе»,- терӗ вăл. Ку енӗпе питӗ пысăк улшăнусем диагностикăн çӗнӗ мелӗсене йӗркелеме, нумай чире асăрхаттарма тата унпа кӗрешме май панине, ял хуçалăхӗнче те селекци мелӗсене анлăлатнине каларӗ.

РФ ертӳçи хăй посланийӗнче Хусан хула инфраструктурине, тавралăхне çӗнетес енӗпе ăнăçлă тӗслӗх пулнине те палăртрӗ. «Пирӗн хуласемпе поселоксене çӗнетмелле. Çав вăхăтрах вӗсем хăйсен сăнне, истори еткерлӗхне те сыхласа хăварччăр. Пирӗн хула тавралăхне çӗнетмелли тӗслӗхсем пур. Ку опыт Хусанăн, Владивостокăн, Сочин пур. Регионсен тӗп тата пӗчӗк хулисем улшăнаççӗ»,- терӗ. Хуласене çӗнетессипе çыхăннă тăкаксене çитес ултă çулта сахалтан та икӗ хут ӳстермелле тесе пӗтӗмлетрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: