Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ригăра туслашнă юлташсем

Пӗлӳ илес тени этеме ăçта кăна илсе çитермест. Хăйӗн умне çирӗп тӗллев лартнă çамрăка инçе çул та, ют хулара паллакансем çукки те тытса чараймасть. Хальхи çамрăксемшӗн пӗлӳ илме майсем, тем тесен те, ытларах. Йывăрлăхсем çук мар, паллах, çапах та ӗмӗте пурнăçлас тесен тăрăшса кăна вӗренмелле. Аслă шкулсемпе ятарлă вăтам пӗлӳ...

Пӗлӳ илес тени этеме ăçта кăна илсе çитермест. Хăйӗн умне çирӗп тӗллев лартнă çамрăка инçе çул та, ют хулара паллакансем çукки те тытса чараймасть. Хальхи çамрăксемшӗн пӗлӳ илме майсем, тем тесен те, ытларах. Йывăрлăхсем çук мар, паллах, çапах та ӗмӗте пурнăçлас тесен тăрăшса кăна вӗренмелле. Аслă шкулсемпе ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисем те 30-40 çул каяллахи пек сахал мар, çывăхарахри хулара кăмăла каякан профессие алла илме пулатех. Вăт иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш çулӗсенче вара апла пулман. Çывăхра чун туртнă ӗçе алла илмешкӗн вӗренме май килменнипе шкул пӗтернӗ çамрăксем Совет Союзӗн тӗрлӗ хулисем тăрăх саланнă. Вӗренсе пӗтерсен хăшӗ çавăнтах тӗпленнӗ, хăшӗ тăван ене таврăннă - кашнин хăйӗн пурнăç шăпи…

Сăнӳкерчӗкри чăваш каччисене те вӗренсе пӗлӳ илес ӗмӗт 1983 çулта аякри Рига хулине (Латви) илсе çитернӗ. Вӗсем унти граждан авиацийӗн вӗçев­пе техника училищине вӗренме кӗнӗ. Шутласан таçти инçетри хулара пӗр курсра икӗ чăваш пулни те тӗлӗнмелле пулăм. Кунта вара пиллӗкӗн! Тӗрӗссипе, пӗр вăхăтра вӗреннӗ чăвашсем тата та ытларах пулнă-ха унта, кусем пӗр-пӗринпе çывăхрах туслашнă. Сăмах май, училищӗри пӗр ротăн командирӗ Г.Н.Назаров та хамăр йăхташах пулни палăрнă. Унпа чăваш курсантсем чăвашлах калаçнă…
Хăй мӗнле унта вӗренме лекни, йăхташсене еплерех тупса паллашни çинчен «Сувар» ха­çатăн кулленхи вулаканӗ, Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче çуралса ӳснӗ Анатолий Александров каласа парать.
- Икӗ пичче те çар çыннисемччӗ. Ман та вӗсем пек пулас килетчӗ. Анчах эп хам пурнăçа авиаципе çыхăнтарас терӗм. Тен, çак шухăша пурнăçлама хамăр тăрăхра летчиксем - Валерий Портнов, Александр Андреев çуралса ӳсни те хавхалантарнă пуль… Кӳршӗ ачисемпе Александрпа Валерий Филипповсемпе пӗрмай ял çийӗн вӗçсе иртекен АН-2 самолетсене сăнаттăмăр, урăх ним те кирлӗ марччӗ тӳпери самолета курсан… Александрпа Валерий чăнах та хăйсен самолетпа вӗçес ӗмӗтне пурнăçларӗç. Эпӗ те Емелькинăри вăтам шкула пӗтерсе алла аттестат илсен Бугурусланти авиаци училищине вӗренме кӗме тесе Самар хулине вӗçтертӗм. Граждан авиацийӗн Атăлçи управленийӗн йышăну комиссийӗ шăпах унтаччӗ. Анчах та пурăннă вырăнтан кирлӗ справкăсем çителӗклӗ пулманнипе мана хам шутланă пек пилота мар, авиадиспетчера вӗренме йышăнчӗç. Каялла киле таврăнса çӗнӗрен документсем пуçтарма вăхăт юлманччӗ ӗнтӗ. Йышăну комиссийӗ мана Ригăри авиаци училищине ячӗ. Ку шăпа пуль ӗнтӗ, паянхи кун та çак тӗлӗнмелле илемлӗ хулара пурăнатăп… - каласа парать Анатолий Иванович. - Ытти чăваш каччисемпе Ригăра вӗренме пуçласан паллашрăм. Пӗррехинче курсантсем пирки пуçтарнă харпăр хутсемпе паллашма май пулчӗ. Хамăн ентешсем çук-ши тесе интересленсе пăхса ларнă чух сасартăк «Анатолий Александров» тесе çырнă папка куç тӗлне пулчӗ. Ячӗпе хушамачӗ манăн, сăнӳкерчӗк çинче вара урăх каччă. Тӗплӗнрех вуласан аташăм чăваш пулни, Чăваш Республикинчен килнине пӗлтӗм. Ăна шыраса тупма йывăр пулмарӗ. Анатолий урлă ытти чăвашсемпе те паллашрăм: Валерий Павловпа, Владимир Даниловпа, Иван Павловпа. Вӗсем пурте Чăваш Енренччӗ…
Вӗренӳрен пушă вăхăта чăваш каччисем яланах пӗрле ирттернӗ: спортпа аппаланса хул-çурăмне çирӗплетнӗ, хула курса çӳренӗ, каннă… Çапла сисӗнмесӗрех виçӗ çул иртсе те кайнă. Ӗнерхи курсантсене направленипе (ун чух йӗрки çапла пулнă) СССРти аэропортсене ӗçлеме янă. Унтакшă каччи Волгограда лекнӗ, Павловсем иккӗшӗ те - Саранска, Данилов - Воркутана, тепӗр Александров - Шупашкара. Пурте хăйсен пурнăçне яланлăхах авиаципе çыхăнтарасшăн пулнă, анчах та самана улшăнни пурне те авиацире юлма паман. Совет Союзӗ арканнă хыççăн çӗршыври аэропортсем юхăнса кайнă, вӗсене тытса тăма укçа-тенкӗ пулманнипе нумайăшӗ хупăннă. Вӗренсе пӗтерсен ăçта янă, çавăнта виçӗ çул ӗçлесе татнă çӗрелле каччăсем пурте тенӗ пекех авланса çемьеленнӗ, урăх çӗре куçса çӗнӗ ӗç шырама пуçланă. Кашнин пурнăç çулӗ тӗрлӗрен килсе тухнă.
Иван Павлов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче Шупашкарти милицире ӗçлеме пуçланă, Чечняри çапăçусене те хутшăннă. 25 çул шалти ӗçсен органӗсенче ӗçленӗ хыççăн подполковник званипе тивӗçлӗ канăва тухнă.
Владимир Данилов, училищӗне вӗренме кӗриччен Тула сывлăш-десант дивизийӗнче хӗсметре тăнăскер, Афганистанра пулнăскер, направленипе Воркутана лексен вырăнти аэропортра нумай çул аслă авиадиспетчерта тăрăшнă. Халь тивӗçлӗ канура.
Анатолий Александров дип­­лом илсе Шупашкара тав­­рăннăранпах Шупашкар аэ­ро­­портӗнче тăрăшать, тах­çан­тан­пах вӗçевсен ӗçне йӗркелекен ер­тӳçӗ.
Валерий Павлов Саранскра виçӗ çул ӗçленӗ хыççăн Шупашкара пурăнма куçнă, пӗр предприятире ертӳçӗ-инженер пулса ӗçлет.
Пире Балти тинӗсӗ хӗрринчи хулара вӗреннӗ чăваш каччисем çинчен каласа паракан Анатолий Александров вара Волгоград аэропортӗнче çӗршыв палăртнă вăхăта ӗçлесе татсан каялла çемйипе Ригăна таврăннă. Каласа хăвармалла, училищӗрен курсантсем дипломлă авиадиспетчер пулнипе пӗрлех офицер та пулса тухнă, çара е милицие лейтенант пулса хӗсмете вырнаçма пултарнă. Анатолий çак майпа усă курса милицие ӗçе кӗнӗ. 1992 çулта Латвири милицин ятне улăштарнă - полици пулса тăнă. 25 çул шалти ӗçсен тӗрлӗ структурисенче вăй хурса тивӗçлӗ канăва полицин подполковникӗ званипе тухнă. Халӗ пӗр предприятире хăрушсăрлăх службин начальникӗнче тăрăшать.
Чăн та, кашнин хăйӗн çулӗ. Училищӗрен вӗренсе тухса шăпа хăйсене тӗрлӗ çӗре уйăрса янăранпа Ригăра паллашса туслашнă юлташсем пӗр-пӗрне çухатнă, куçа-куçăн (Павловсемсӗр пуçне, вӗсем пӗр ялтан) урăх пӗрре те курнăçман… пӗлтӗр çуллаччен. Юрать халь самани улшăннă та, çыхăну хатӗрӗсем пулăшнипе тӗнчен тепӗр вӗçӗнчи çынна та хытă тăрăшсан тупма пулать. Анатолий Иванович юлташӗсене тӗрлӗ майпа шыранă. Тăрăшни харама кайман. Малтан Валерий Павлов «тупăннă», вăл пулăшнипе вара - ыттисем. 2016 çулхи июнь уйăхӗнче Ригăри авиаци училищине пӗтернӗренпе 30 çул иртсен унта вӗреннӗ юлташсем Шупашкарта тӗл пулса тинех пӗр-пӗрин аллине чăмăртанă, курсант пурнăçне аса илнӗ, пӗр-пӗрин кун-çулӗпе паллашнă. Тӗлпулу питӗ кăмăллă иртнӗ.
- Малашне час-час тӗл пулма калаçса килӗшрӗмӗр. Эп «шăхăрсан» пурте хăвăрт кăна пухăнма шантарчӗç, - кăмăллăн аса илсе каласа парать тӗлпулу пирки Ригăра пурăнакан ентешӗмӗр.
Февралӗн 9-мӗшӗнче Раççейре çулсерен граждан авиацийӗн кунне паллă тăваççӗ. Латвин тӗп хулинче вӗренсе пӗлӳ илнӗ юлташсемшӗн те вăл пӗлтерӗшлӗ уяв. Çак кун вӗсем пӗр-пӗрне саламлаççӗ, вӗреннӗ вăхăта аса илеççӗ. Вӗсенчен пурте ӗмӗр тăршшӗпе авиацире ӗçлемен пулсан та, çак уяв кашниншӗн хаклă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев