Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Рустам Миннихановăн Германири тӗлпулăвӗсем

(Ирина Трифонова) Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пыракан делегаци ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, Германири Мюнхен хулине тухса кайрӗ. Мӗнле ӗçсем «хăваласа» кайнă-ха хальхинче республика ертӳçине чикӗ леш енне? Рустам Минниханова эпир лара-тăра пӗлмен лидер пек пӗлетпӗр. Ăçта кайсан та киле чи паха опыт пуçтарса килме тăрăшать, ăна республикăра адаптацилеме тăрăшать....

(Ирина Трифонова) Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пыракан делегаци ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче, Германири Мюнхен хулине тухса кайрӗ. Мӗнле ӗçсем «хăваласа» кайнă-ха хальхинче республика ертӳçине чикӗ леш енне? Рустам Минниханова эпир лара-тăра пӗлмен лидер пек пӗлетпӗр. Ăçта кайсан та киле чи паха опыт пуçтарса килме тăрăшать, ăна республикăра адаптацилеме тăрăшать. Çавăнпа мар-и Тутарстан Раççейӗн лидер регионӗсен шутне кӗнӗ? Çапах та Рустам Миннихановăн чи лайăх енӗ - вăл ăçта кайсан та тутарсен обществипе тӗл пулма тăрăшать, вӗсене хавхалантарса хăварать. Пирӗн чăваш ертӳçисен унран тӗслӗх илмелли пур.

Çапах та тема патне таврăнар. Тутарстан Пезиденчӗ Бавари федераллă çӗрӗн ертӳçисемпе тата предпринимательсен сообществипе тӗл пулма кайнă. Хăйпе пӗрле ТР Премьер-министр çумне - информатизаципе çыхăну министрне Роман Шайхутдинова, сывлăх сыхлав министрне Адель Вафина, Инвестицилле аталану агентствин ертӳçине Талия Минуллинăна, ТР суту-илӳпе промышленность палатин председательне Шамиль Агеева илнине шута илсен, çак ведомствăсен ӗçӗсемпе паллаштарма та тӗллев лартнă апла.

Паян республика делегацийӗ «Кнорр-Бремзе» компанин сăнав канашӗн председателӗпе Хайнц Тильпе, KGAL Group, Thunderbolt Partners тата Linde AG компанисен ертӳçисемпе тӗл пулаççӗ. Сăмах май, кăçалхи çулла «ТАИФ» компанисен ушкăнӗ Linde AG компанипе стратегилле хутшăнусен меморандумне алă пусса çирӗплетнӗ.

Унсăр пуçне, тутарстансен Siemens компанин штаб-хваттерне, Мюнхенри кардиологи центрне çитсе килме палăртнă. Кун вӗçнелле ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Баварин Премьер-министрӗпе Хорст Зеехоферпа тӗл пулать. Ӗçлӗ калаçу мӗнпе вӗçленни пирки каярахпа çырса пӗлтерӗпӗр.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев